Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Туризма аталантарассипе лайăххисен йышĕнче

Туризм енĕпе ĕçлекен Федераци агенствинче ялти туризма аталантарассипе малта пыракан чи лайăх 10 региона палăртнă. Асăннă списока Белгород, Ленинград, Калуга, Калининград, Мускав, Тамбов облаçĕсем, Карели, Коми, Чăваш Республики, Алтай крайĕ кĕнĕ.

Çакна палăртмалла, Чăваш Енри çут çанталăк тата туризма аталантармалли, канмалли, сипленмелли майсем çителĕклĕ пулнипе ытти регионсенчен уйрăлса тăрать. Паянхи куна пирĕн республикăра 15-е яхăн ялти хăна çурчĕсем, экологи туризмĕн 10 объекчĕ шутланаççĕ.

Чăваш Ене килекен туристсем тăтăшах пулакан вырăнсен шутĕнче Элĕк районĕнчи «Сорминский» заказника та кĕртмелле. Вăл регион шайĕнчи патшалăхăн çутçанталăк заказникĕ шутланать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 мая 2017
12:00
Поделиться