Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Штрафа - телефон урлă

Халĕ çул-йĕр çинчи йĕркене пăснăшăн килекен штрафсене харпăр хăй кабинечĕн патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче пĕлме пулать. Унта ятпа хушамата, аçăр ятне тата автомобиль даннăйсене кăтартмалла çеç.

Чылай çул ĕнтĕ çул-йĕр йĕркине пăснăшăн штрафсене банкра тÿленĕ, хыççăн квитанцие патшалăх автомобиль инспекцине кайса кăтартнă. Халĕ телефон урлă банк карттипе патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче çул çинче йĕрке пăснăшăн килнĕ штрафсем çинчен информаци илсе тăма тата тĕрĕслеме пулать. Çакна пурнăçлас тесен патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче смс-çыру килекен приложение телефон çине уçласа çеç илмелле. Приложени пулсан малашне çул-йĕр çинче йĕрке пăснăшăн тÿлемелли штраф çинчен аса илтерни   тÿрех килет. Смс-çыру штраф тÿлесен е вăхăтра тÿлемесен ĕçе суд приставĕсен федераци службине ярса парсан та килме пултарать.

Харпăр хăй кабинетĕнче хăвăра кăмăла каякан информаци илмелли мел суйлама пултаратăр: смс-çыру кĕсье телефонĕ, электрон почта е планшет çине (патшалăх пулăшăвĕ приложенипе усă курсан çеç) килмелле. Асăннă сервис Раççейĕпех ĕçлет.

Г.КАЗЫКИН,

административлă законодательствăпа ĕçлекен инспектор.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 мая 2017
12:00
Поделиться