Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Удмуртирен - дипломпа

Майăн 12-14-мĕшĕсенче Удмуртире «Театр тата ачасем» наци театрĕн коллективĕсен фестивалĕ пĕрремĕш хут иртнĕ. Фестивале Ярославск, Архангельск, Ростов облаçĕсенчен, Мари Эл, Пушкăрт, Тутар, Удмурт тата Чăваш Республикисенчен пынă коллективсем хутшăннă. Çамрăк артистсем тăван чĕлхисемпе театрăн тĕрлĕ жанрĕсене çутатнă. Пурĕ сцена çинче 13 спектакль выляса кăтартнă. Фестивале пирĕн районтан та кайнă. Элĕкри «Хунав» халăх театрĕн ача-пăча коллективĕ Юхма Мишши çырнă «Пукане» спектаклĕпе (И.Афанасьева режиссер) фестивалĕн 2-мĕш степеньлĕ дипломне тивĕçнĕ. 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 мая 2017
11:58
Поделиться