Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Чи маттуррисем - хĕрлĕчутайсем

Майăн 16-17-мĕшĕсенче "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕнче "Зарница" тата "Орленок" вăйăсем иртрĕç. Кăçалхипе 49-мĕш хут иртекен вăйăсене районти шкулсенчи 11 команда хутшăннă. Çамрăк армеецсен вăййисене хутшăннисем хăйсем çар условийĕсенче пурăнма хатĕррине кăтартса панă тата тĕрлĕ ăмăртусенче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă: стройпа утнă, автомат сỹтсе пухнă, пневматикăллă винтовкăран пенĕ, чупнă, ишнĕ... Вăйăсен пĕтĕмлетĕвĕпе "Зарницăра" Хĕрлĕ Чутай шкулĕн команди мала тухнă.

Иккĕмĕш вырăн Çĕн Атикасси шкулĕнче вĕренекенсен, виççĕмĕш - питĕркассисен. "Орленок" вăййа хутшăннисенчен те пуринчен те маттуртарах хĕрлĕчутайсем пулнă, иккĕмĕш вырăна çĕнатикассисем тухнă, виççĕмĕшне - мăнэтменсем. Çамрăк армеецсен вăййисенче харпăр хăй кăтартăвĕсенче мала тухнисене те палăртнă. "Чи лайăх командир" ята "Зарница" ушкăнра Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Максим Ербулаткин, "Орлята" ушкăнра çак шкулти Константин Титилкин тивĕçнĕ. Пневматикăллă винтовкăран перессипе хĕрсем хушшинчи чи лайăх кăтарту Хусанушкăнь шкулĕнчи Елена Сундрякован пулнă, иккĕмĕш - Питĕркасси шкулĕнчи Анастасия Судакова, виççĕмĕш - Мăн Этмен шкулĕнчи Наталия Романова. Арçын ачасенчен чи лайăх перекенни Кирилл Блинов пулнă. Иккĕмĕш вырăна Шулю шкулĕнчи Дмитрий Мерзлайкин тухнă, виççĕмĕшне - Мишеркассинчи Сергей Рыбаков. 1000 метра чупассипе каччăсенчен Хусанушкăнь шкулĕнчи Данил Ярдыванкина çитекенни пулман, иккĕмĕш Шулю шкулĕнчи Дмитрий Мерзлайкин, виççĕмĕш Çĕн Атикассинчи Мурат Ильин тухнă.

Хĕрсем хушшинче чупассипе Çĕн Атикасси шкулĕнчи Олеся Корчакова пĕр-ремĕш тухнă, иккĕмĕш - Мăн Этменти Наталия Романова, виççĕмĕш - Атнарти Диана Майорова. Район шайĕнче палăрнă çамрăк армеецсем республикăри вăйăсене хутшăнĕç.

А.КАРПОВА.



"Пирěн пурнăç"
19 мая 2017
10:30
Поделиться