Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуçалăх ĕç шавĕпе тулнă

17 мая 2017 г.

Хуçалăх ĕç шавĕпе тулнă

Çиелтен пăхсан ял çыннин пурнăçĕ ансат пек туйăнать. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, пÿлмере тĕш-тырă тата ытти те. Анчах та çак пурлăх тар тăкмасăр, вăй хумасăр пулмастех. Ĕççыннин кун-çулĕ уй-хирте иртнине шута илсен ял пурнăçĕ çăмăлах та мар. Çĕр çинче ĕçлекен хăйĕн ăс-хакăлне çĕр-аннерен илет тесе калас килет. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем хăш вăхăтра мĕнле ĕç пурнăçламаллине малтанах пĕлсе, туйса тăраççĕ.

Çак сăмахсем Кĕлкеш ял тăрăхне кĕрекен "Ямуков Г.Н." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче вăй хуракансем пиркиех тесе калассăм килет, мĕншĕн тесен вĕсем кунран-кун ура çине çирĕппĕн тăрса пыраççĕ, сухаланмасăр усăсăр выртакан çĕр лаптăкĕсене те пусă çаврăнăшне кĕртеççĕ. Хуçалăх пуçлăхĕ - Г.Ямуков, ăна ĕçре пур енĕпе те пулăшса пыраканĕ - сылтăм алли - унăн шăллĕ В.Ямуков. Пĕтĕмĕшле илсен кăçалхи çур акинче 1300 гектар пĕрчĕллĕ культурăсене акмалла пулсан 1000 гектарĕ çинче акса пĕтернĕ те.
Акă, эпир пынă кун хуçалăхра Çитмĕш ялĕ çумĕнчи участокра тулă акатчĕç. Кунта В.Васильев МТЗ-82 тракторпа тыррине, А.Михайлов удобренине турттарса тăраççĕ. В.Степанов К-700 тракторпа пĕр вĕçĕмсĕр сеялкăпа уй тăрăх каялла-малалла хутлать. Б.Федоровпа Р.Родионов сеяльщиксем ку ĕçре ăна пулăшса пыраççĕ.
В.Обручков агрегачĕ хуçалăхри тепĕр лаптăкĕнче пĕрчĕллĕ культурăсене çĕр ăшне варăнтарать.
Кĕлкеш ялĕ çумĕнчи участокра çĕр улми лартаççĕ. Сарлака та тикĕс ана çинче пĕр харăсах темиçе техника кĕрлет. Акă, М.Красновпа С.Ивановăн тракторĕсем культиваци тăваççĕ, М.Архипов техники сÿрелет, Э.Макаров çĕр улми лартма йăран туса пырать, В.Архипов çĕр улми лартакан агрегатпа ĕçлет. Унăн тракторĕ çинче пулăшса пыраканĕсем - А.Архиповпа С.Васильев. Çĕр улми лартакан тепĕр агрегачĕн рулĕ умĕнче Г.Виноградов тракторист, Л.Дмитриевпа Е.Егоров çĕр улми лартма пулăшса пыраканĕсем. Вĕсем патне çĕр улмине турттарса тăраканĕ Н.Васильев водитель. Çур акине хутшăнакансене кăнтăрла тата каçхине вĕри апатпа тивĕçтереççĕ, укçине те вăхăтра тÿлеççĕ.
Кĕскен каласан, хуçалăхра йĕри-тавра ĕç шавĕ кĕрлет. Хĕвеллĕ кунăн кашни саманчĕпе туллин усă курса, агротехника требованийĕсене пăхăнса ĕçлеççĕ Кĕлкешсем.

Первоисточник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика