Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Чыс та хисеп сумлă ветерансене

06 мая 2017 г.

Район территорийĕнче çак тапхăр тĕлне Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă 20 ветеран кăна юлчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Тимофеев, Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлакан А.Мясников,  тата социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи В.Аникина  Муркаш ялĕнче пурăнакан  Николай Алексеев тата Алексей Капитонов ветерансене уявпа саламларĕç.

- Сирĕн паттăрлăха,  Аслă Çĕнтерÿшĕн пуç хунисен паттăрлăхне  эпир нихăçан та асран кăлармастпăр. Сирĕн тивлетĕрпе эпир паян мирлĕ  пурнăçра пурăнатпăр, ĕçлетпĕр. Хăвăра шеллемесĕр тăшмана  аркатса Аслă Çĕнтерĕве çывхартнăшăн тав тăватпăр, - терĕ Ростислав Николаевич салам сăмахĕнче.

Николай Гаврилович  иртнĕ çулсене аса илчĕ:

- 1943 çулхине манăн та çара кайма ят тухрĕ, чĕннĕ пулсан вара каймалла. Анне мана тăван киле  чĕрĕ-сывă таврăнмалла  пултăр, çыру çырса тăр, тесе каланиине тата унăн пичĕ тăрăх вĕри куççулĕ аннине  паянхи пекех астăватăп, - терĕ вăл.

Инçет Хĕвелтухăçне çитнĕ салтак ыттисем пекех тĕрлĕ çапăçăва хутшăннă. Амăшĕ чунтан тархаслани те пулăшнă пулĕ – хастар салтак тăван тăрăха чĕрĕ- сывă таврăннă. Вăрçă хирĕнче пуç хунă юлташĕсем те сахал мар пулнă, вĕсене ветеран нихăçан та асран кăпармасть. Аслă Çĕнтерÿ  кунне Муркаш салтакĕ Маньчжури тăрăхĕнче кĕтсе илнĕ. Çапах  та тăван тăрăха  часах таврăнма май килмен, вĕсене Çурçĕр Корейăна ăсатнă, салтак пăтти  çиесси малала тăсăлнă. Тăван  яла 1950 çулта  кăна таврăннă. Ырă пилпе ăсатнă амăшĕ  ывăлне кĕтсе илме пултарнă.

Çакăн пек паттăр салтак-ветерансене Аслă Çĕнтерÿшĕн  тепĕр хут тав туса çитсе килекен уявпа саламлатпăр.

 

Р.Илларионова

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика