Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Хĕрлĕ Чутай шкулĕн команди - призерсен йышĕнче

 Спартакиадăна республикăри чи вăйлă командăсем пухăннă, пурĕ ултă команда хутшăнма кăмăл тунă. Район чысне Хĕрлĕ Чутай шкулĕн салтак çулне çитмен çамрăкĕсем (вĕрентекенĕсем Вадим Федоров тата Галина Мидюкова) хỹтĕленĕ. Çамрăксем тăватă енлĕ ăмăртусенче (пневматикăллă винтовкăран пересси, çăмăл атлетика, çар эстафети, çар хатĕрленĕвĕ) тупăшнă.

Уйрăм тупăшусене илес пулсан район каччисем çăмăл атлетикăра палăрнă. 2000 метр чупассипе Константин Титилкина çитекен никам та пулман. 100 метр чупассипе те Костя пĕрремĕш, Юрий Сезяйкин виççĕмĕш тухнă. Спартакиадăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе Хĕрлĕ Чутай шкулĕн команди виççĕмĕш вырăн йышăннă, Шупашкарти 4-мĕш номерлĕ лицей - иккĕмĕш, муркашсем - пĕрремĕш. Шăпах вĕсем, "Родина" çарпа патриотла клуб представителĕсем, çĕнтерỹçĕ пулнă май Чăваш Ен ятне июнĕн 25-мĕшĕ - июлĕн 2-мĕшĕсенче Краснодар хулинче иртекен Раççей Спартакиадинче хỹтĕлĕç.

А.ДМИТРИЕВА.



"Пирěн пурнăç"
17 мая 2017
08:44
Поделиться