Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Паян - Пĕрлехи информаци кунĕ

Информаци кунне ирттерме пирĕн района Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министрĕ С.П.Дмитриев ертсе пыракан ушкăн килсе çитет. Информкун районти кашни ял тăрăхĕнчех 10 сехетре пуçланать. Ял çыннисем унта хутшăнса хăйсене хумхантаракан ыйтусем пама пултараççĕ. Хальхи информаци кунĕ çак темăсемпе иртет:

- Чăваш Республикинче çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасемпе çамрăксен канăвне, сывлăх сыхлавне тата ĕçлевне йĕркелесси çинчен;

- çуркуннехи-çуллахи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси пирки;

-кăçалхи çурхи уй-хир ĕçĕсем çинчен.



"Пирěн пурнăç"
17 мая 2017
08:42
Поделиться