Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тăван ялăм - савнă килĕм

Тăван тавралăх тăрăх çÿресси - маншăн пысăк киленĕвĕ. Эпĕ тăван улăх, вар, хир, вăрман тăрăх çÿресе шухăша путатăп, ĕмĕтленетĕп. Акă умра - Ваçли варĕ, Макçăм пристанĕ, Анатри çырма. Мана вĕсем пурте илемĕпе илĕртеççĕ, кунти асамлăхпа вăрттăнлăх çинчен каласа параççĕ. Кашниех мĕн те пулин çĕннине хушса калать мана.

Эпĕ Прашкушкăнь ялĕнче çуралнă. Яла çитиччен пысăк пĕве тата икĕ пысăк вăрман пур. Пĕрремĕш вăрманĕ Лопашка ятлă. Пĕве ятне хуçи ятне тĕпе хурса панă - Мариçпи. Тепĕр çухрăм кайсан Прашкушкăнь вăрманĕ кашласа ларать. Тепĕр енче - Енчĕк кÿлли. Ман шутпа, кашни çыннăн ял историне пĕлмелле. Эпĕ çынсенчен ыйтса пĕлнĕ, кĕнеке вуланă тăрăх, Мăн Вылăра Хаппи ятлă чăваш пулнă. Вăл темиçе хутчен авланнă, анчах та ачи-пăчи пулман. Çав вăхăтра Чураш ялĕнче пĕр хĕрĕн Шураç ятлă арçын ача çуралнă. Хаппи ăна усрава илнĕ. Кайран хăй те авланнă. Арăмĕ ăна 6 ывăл çуратса панă. Хăй виличчен Шураç валли çĕр уйăрса пÿрт лартма шутланă. Ывăл пурăннă вырăнта Шураç ялĕ пуçланса кайнă. Çав ялта икĕ тăван, Прашкапа Элккен (Аликин) пурăннă. Вĕсем урăх çĕре куçса кайнă, Прашкушкăньпе Элеккенушкăнь ялĕсем пулса кайнă.

Пирĕн ял хăй вăхăтĕнче темиçе хутчен те çунса кайнă. Çавăнпа та вăл хăй вырăнне улăштарнă. Малтан ял кăшт сулахаярах ларнă. Çуркунне çак вырăнта хăмасемпе туратсем тухни ялăн малтанхи вырăнĕ пулнине çирĕплетеççĕ. Ватă çынсем çакна та калаççĕ: «Çÿлти урамра Оксим ятлă хĕрарăм пурăннă. Унăн пÿртне çунтарса янă, упăшкине вĕлернĕ пулнă. Оксим тавăрас тĕллевпе яла пĕтĕмпех çунтарса янă».

Пирĕн ялта ĕçчен те туслă çынсем пурăнаççĕ. Çĕрсене те ахаль выртармаççĕ, мĕнпур ĕçе пурнăçлама килĕренех техника пур. Хам çуралса ÿснĕ ял питĕ хаклă.

Анна УДИВАНОВА,

ЧППУн ют чĕлхесен факультечĕн студентки.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 мая 2017
16:21
Поделиться