Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Асăну кунĕ иртнĕ

Çĕмĕрле районĕнчи Юманай шкулĕ «Шкула - паттăрăн ятне» Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн проектне хутшăнса пирĕн ентеше - вĕренÿ тата культура ĕçченне, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тата педагогика ĕçĕн ветеранне Севастиан Михайлович Архипова халалласа шкула унăн ятне панă. Асăну кунне сумлă хăнасем килнĕ. Вĕсем Севастиан Архипов пуриншĕн те тĕслĕх пулнине палăртнă. Аса илтеретпĕр, Севастиан Архипов Тури Выла ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăрçă хыççăн Юманай шкулĕнче ĕçленĕ. Вĕренÿ тытăмĕнчи пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 54 çул.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 мая 2017
16:17
Поделиться