Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Районта: ĕнер, паян, ыран

13 мая 2017 г.

Видеоканашлу иртнĕ

Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов муниципалитет пуçлăхĕсемпе эрнесерен пулакан черетлĕ канашлăва ирттернĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту - çурхи ака-суха ĕçĕсем. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ   Р. Тимофеев, унăн пĕрремĕш çумĕ В. Ананьев тата ыттисем хутшăннă. Планпа пăхнинчен çак тапхăр тĕлне республикăра çур акине 39 процент ирттернĕ, 66 хуçалăх ăна вĕçленĕ, 611-нче ĕçсем малалла пыраççĕ. Республикăра кăçалхи çул валли АПК комплексне пулăшу кÿме 2,2 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă. Пирĕн района майăн 6-мĕшĕ тĕлне ку тĕлĕшпе 28,2 миллион тенкĕ пулăшу çитнĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе 14 ял хуçалăх организацийĕ, 17 хресчен (фермер) хуçалăхĕ усă курма пултарнă.

  

Информаци кунĕ

Чăваш Республикинчи мĕнпур районпа хулара майăн 17-мĕшĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Республика тата район шайĕнчи влаç органĕсен представителĕсем ĕç коллективĕсемпе, çынсемпе тĕл пулусем ирттереççĕ, кăсăклă ыйтусене йышăнаççĕ, вырăнта татса пама май килменнисене республика шайне кăлараççĕ.

Черетлĕ информаци кунĕн ыйтăвĕсем çаксем: Чăваш Республикинче çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасемпе çамрăксен кану вăхăтне йĕркелесси, кăçалхи çурхи-çуллахи пушар хăрушлăхлă тапхăрта пушар хурăшсăрлăхне пăхăнасси, уй-хирти çурхи ĕçсем епле пыни.  

 

Пирĕн кадетсем - маттурсем

Майăн 6-мĕшĕнче Çĕмĕрле хулинче кадет тата çарпа патриот йĕркеленĕвĕсен "Çĕнтерÿ салючĕ" смотр-конкурсĕ иртнĕ. Ăна Аслă Çĕнтерÿ 72 çул тултарнине халалланă.

Ăмăртăва 380 ытла ача хутшăннă. Вăл шутра Муркаш шкулĕн кадечĕсем те (ертÿçи С. Рожкова,               Н. Васильева) пулнă. Ачасем пилĕк тĕрлĕ конкурсра вăй виçнĕ. Муркаш шкулĕн кадечĕсем пысăк ăсталăх кăтартнă, вăтам ÿсĕмри командăсенчен вĕсем пĕтĕмĕшле пĕрремĕш вырăн йышăннă. Уйрăм тупăшура А. Прохорова истори викторининче чи пултарулли пулнă, Калашников автоматне сÿтсе пуçтарассипе сÿтессинче                   Е. Порфирьева пысăк ăсталăх кăтартнă. Вăй виçнин ăмăртăвĕнче   Е. Старцева иккĕмĕш вырăна тухнă.

Р. Илларионова хатĕрленĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика