ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кайăк грипĕнчен асăрханмалла

16 мая 2017 г.

Чăваш Енре кайăк грипĕн вирусĕ сарăлас хăрушлăх тухса тăнă. Сăлтавĕ - майăн 8-мĕшĕнче Тутарстанри "Лаишевский" кайăк-кĕшĕк комплексĕнче кайăк грипĕн А вирусĕн геномне тупса палăртни. Асăннă комплексра 5 пин пуç кайăк-кĕшĕк вилнĕ. Пĕтĕмпе вара унта 450 пин пуç чăх усраççĕ.

Тутарстан кỹршĕ регион, çавăнпа та Чăваш Еншĕн те пысăк хăрушлăх тухса тăрать. Çавна май ЧР патшалăх тĕп ветеринари инспекторĕ Сергей Скворцов районсенчи ветеринари учрежденийĕсене Тутарстанран кỹрекен çăмарта продукцине тĕплĕ тĕрĕслеме хушать. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов вирус республикăна килесрен сыхланмалли мерăсене уямалли пирки асăрхаттарнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика