Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Агрофирмăра çуртрисем те акаççĕ, çĕрулми те лартаççĕ

12 мая 2017 г.

Агрофирмăра çуртрисем те акаççĕ, çĕрулми те лартаççĕ

Уяв умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ С. Молотков “Таябинка “Агрофирма” ООО уй-хирĕсене çитсе курчĕ, вĕсенче ĕçлекенсемпе калаçрĕ. Сергей Львович кунти лару-тăрăва лайăх пĕлет, мĕншĕн тесен хăй çак агрофирмăра сакăр çул тĕп агрономра вăй хунă-çке. Тĕлпулусене Юрий Алексеевич Попов та хутшăнчĕ. Тĕрĕссипе, “Таябинка” агрофирма хастарĕсене вĕрентме кирлĕ мар — ĕç çине хăвăртлатма хăйсемех майсем шыраççĕ. Çавăнпах вĕсем — районта малта пыракан хуçалăхсен йышĕнче. А. Михайлов директор та, Е. Николаева тĕп агроном та, О. Козлова агроном та уйран татăлма пĕлмеççĕ. Агрофирмăра кăçал çĕрулми 270 гектар йышăнмалла. Эпир хуçалăхра пулнă кун тĕлне О. Васильев механизатор çак ĕçе Крентейкасси ялĕ çывăхĕнчи пусăра 35 гектар çинче пурнăçланăччĕ те. Тепĕр 90 гектар лаптăклă уйра Ю. Васильев çĕр хатĕрлетчĕ, тăпрана минерал тăварĕ те паратчĕ. Пĕрлешỹ çыннисем Чатукассинчи складран автомашина çине удобрени тиетчĕç — ку ĕçе техника пулăшнипе тăваççĕ. Çавалçырма ялĕнчен инçех те мар вырнаçнă уйра В. Владимиров виçĕ сеялкăллă агрегатпа урпа акатчĕ, 140 гектар пулмалла ку культура. Вăрлăхпа В. Петров тивĕçтерет. Сỹре ĕçĕсем те кал-кал пыратчĕç. О. Чернов, М. Егоров, В. Смирнов трактористсем 90 гектар йышăнакан уя сỹрелеме пуçăннăччĕ. Агрофирмăра ĕç-пуç пĕр тикĕссĕн пынине ырламалла çеç. Ыттисен, акă, камсенчен вĕренмелле!

В. Данилов.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика