Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кайăк чирĕнчен сыхланăр

Кайăксем те чирлеме пултараççĕ. Вĕсем уйрăмах грипп чирĕпе аптăраççĕ. Кайăк грипĕ - килти тата тискер кайăк-кĕшĕкрен ерекен вирус чирĕ. Инфекци кайăкăн сăмсинчен тата çăварĕнчен кăпăк тухсан, каяшĕпе çăмарти урлă, сунасланă тата ÿсĕрнĕ чухне чирлĕ кайăкран вирус теприне ерет.

Ăна шыв çинче пурăнакан вĕçен кайăксем те сараççĕ. Кайăк чирленине ун çăварĕнчен çăра сурчăк юхса тăнинчен, конъюнктивитран, кĕлетке температури ÿснинчен, варвитирен, пуçĕ, мăйĕ, кăкăрĕ шыçнинчен, пуç тĕпеки, янахĕ, урисем кăвакарнинчен, тайăлса утнинчен пĕлме пулать. Ун пек чухне кайăксем вилнĕ тĕслĕхсем те пулаççĕ.

Хальхи вăхăтра кайăк грипĕн вирусĕ сарăлса пынăран ку енĕпе лару-тăрăвĕ йывăрланать. Кайăксен чирĕ сарăлни çинчен Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацине пурĕ 30 çĕршыв пĕлтернĕ. Çавăн пекех 2017 çул пуçланнăранпа çак чире Калининград облаçĕнче, Краснодарта тупса палăртнă. Килти кайăк-кĕшĕк гриппа чирленĕ тĕслĕхсем Воронеж, Мускав облаçĕсенче, Тутар тата Чечен Республикинче. Телее, Чăваш Енре ку вируса тупса палăртман.

Анчах та Чăваш Ене те чир çакланма пултарас хăрушлăх пур, мĕншĕн тесен пирĕн тăрăха вĕçсе килекен кайăксем уйрăмах йышлă. Шывра пурăнакан килти кайăк-кĕшĕкпе вĕçен кайăксем пĕр-пĕринпе хутшăнсан чир ертме пултарать те.

Çакна та тупса палăртнă: кайăксен А грипăн хăш-пĕр вирусĕсем çынсене те ерме пултараççĕ. Асăннă чир çынна вĕлерме те пултарать.

Çакăн пек лару-тăру хуçаланнине кура инфекци ан сарăлтăр тесен кил хуçисен:

- хуçалăхри кайăк-кĕшĕке ирĕке кăлармасăр усрама тăрăшмалла;

- шывра ишекен вĕçен кайăксене килти хушма хуçалăха кĕртме юрамасть;

- сунарта тытнă кайăксене кил таврашĕнче пусса тирпейлеме тата юлнă юр-варне килти чĕр чунсене çитерме юрамасть;

- кайăк-кĕшĕк апатне тискер кайăксен каяшĕ лекме пултарайман хупă вырăнта тытмалла;

- килти хур-кăвакала, чăх-чĕпе хупă вырăнта апатлантармалла;

- кайăк-кĕшĕке ветеринари тĕлĕшĕнчен сутма ирĕк паракан документсем пур пулсан çеç туянмалла;

- чирлĕ кайăкăн аш-какайне çиме тата чĕр чунсене çитерме юрамасть;

- кил картинчи кайăк-кĕшĕке кашни кунах пăхса тухмалла, кашни чăх-чĕпе хур-кăвакала тĕрĕслемелле, мĕнле апатланнине, шыв ĕçнине сăнамалла;

- енчен те килти кайăк-кĕшĕкĕн чир палли сисĕнсен тÿрех ветеринари специалисчĕсене пĕлтермелле;

- чирлĕ кайăка ветеринар патĕнче тĕрĕслеттермелле, кил картинче миçе тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк ĕрчетнине те каламалла.

Лариса ЛЬВОВА,

районти ветеринари станцийĕн начальникĕн çумĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 мая 2017
10:18
Поделиться