Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тымар хуртне пĕтерме

Çĕр улмине çулсерен тымар хурчĕ (проволочник) ерет. Унран мĕнле майпа хăтăлма пулать-ши?

С. Петрова, Элĕк сали.

Çак хурт-кăпшанкă йÿçек çĕре юратать. Ăна пĕтермелли мелсем питĕ нумай. Çĕр улмине лартиччен çĕре пурăпа (мел), çăмарта хуппипе, кĕлпе хутăштармалла. Кĕркунне çĕр улми анине известь сапса хăвармалла. Çынсем юлашки çулсенче çĕр улми ани çине горчица акса çĕрĕн пахалăхне лайăхлатма пуçларĕç. Çакă та тымар хуртне пĕтерме пулăшать.

Çĕр улми лартнă чухне кашни шăтăка тип çупа пăтратнă вĕтетнĕ çăмарта хуппине сапмалла. Вăрлăх çĕр улмине кăштах шĕпĕн курăкĕ янă шывра тытни те усăллă, анчах та çĕр улмин вăрлăхне кăна, мĕншĕн тесен çак настой наркăмăшлă.

Кашни çĕр улмипе пĕрле шăтăка сухан хуппи пăрахма сĕнеççĕ. Сухан хуппи вĕретнĕ шывра çĕр улмине тытни те тымар хурчĕнчен хăтăлма пулăшать. Ку тата ытти пахча çимĕçе чир ересрен те сыхлать. Çĕр улми анине хатĕрленĕ чухне тăвар сапмалла. Анчах та çакна 5-7 çулта пĕрре çеç тумалла.

Çĕре сухаланă чухне çамрăк хыр е чăрăш тураттисене пăрахни лайăх. Унран ытти хурт-кăпшанкă та хăрать. Çавăн пекех çĕр улми вăрлăхне аланă кĕл тусанĕ çинче пăтратса илсен те аван. Кĕле улмана лартнă хыççăн çĕр çийĕн сапса тухни та паха.

Çак нумай çул канăç паман тымар хуртне пĕтерме «Табу», «Антара», «Престиж» хими препарачĕсем те пулăшаççĕ. Çĕр улми вăрлăхне асăннă хутăшсемпе сапмалла. Анчах та препаратсемпе инструкцие пăхăнса усă курмалла.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 мая 2017
10:18
Поделиться