Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Гран-при - Элĕксенче

Иртнĕ кунсенче Халăх пултарулăхĕн «Атăл ывăлĕсен юрри-ташши» фестиваль-конкурс çĕнтерÿçисен гала-концерчĕ иртрĕ. Асăннă мероприятие этемлĕхĕн вăйлă пайĕн çар ĕçĕнче палăрнипе пĕрлех социаллă пурнăçпа культура тытăмĕнче те малтисен ретĕнче пулмаллине тĕпе хурса йĕркелерĕç.

Тĕрлĕ инструментпа калакан, халăх юррине шăнкăрав пек шăрантарса юрлакан арçын кама килĕшмĕ; Унта шăпах çакăн пеккисене пуçтарнă та. Асăннă фестивале 17 районти 11 юрăç, халăх фольклорĕсен 34 ушкăнĕ хутшăнчĕç. Элĕк районĕнчен çак фестивальте Элĕкри культурăпа кану керменĕ çумĕнчи Светлана Соколова ертсе пыракан «Валинкке» фольклор ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Арçынсен ушкăнĕ салтак, ниме, ямшăк, бурлак юррисемпе тата туй такмакĕсем каласа жюри членĕсене тыткăнланă. Тăвăш Юнтапа клубĕн заведующийĕнче ĕçлекен Владислав Герасимов ямшăк юррине юрласа «Халăх йăли-йĕркине çĕнĕрен чĕртсе тăратнăшăн» номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.

Сăмах май, жюри членĕсем «Валинкке» фольклор ушкăнĕн пултарулăхне те пысăка хурса хакланă. Элĕксем республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ коллективсем хушшинче çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ, Гран-при çĕнсе илнĕ. Вĕсене кĕсле-купăс парнеленĕ.

Çавăн пекех Элĕкри культурăпа кану керменĕ çумĕн-че С.Соколова ертсе пыракан пĕчĕк ачасен ташă ушкăнĕ Шупашкарти Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче «Раççей пуласлăхĕ» конкурса хутшăннă. 6 çулхи ачасене унта «Çĕнтерÿ патне ăнтăлнăшăн» диплом парса чысланă.

Э.ЭЛИНА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 мая 2017
10:17
Поделиться