Чутеевское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧĂННИПЕХ ТЕ МАТТУР (Ял ěçченě)

25 апреля 2017 г.

ЧĂННИПЕХ ТЕ МАТТУР (Ял ěçченě)

Чутейре пĕрремĕш класран пуçласа тăваттăмĕшне çитиччен «5» паллăпа çеç вĕренекенсенчен пĕри - Вика Краснова. Пĕр класрисем те унпа мăнаçланаççě. Тавракурăмě пысăк унăн. Куç ан ӱктěр те, чăннипех те маттур вăл. Ҫакна тěслěхсемпе те çирěплетме пулать.

Виктория çулсерен районта иртекен тĕрлĕ конкурссене - тĕпчев ĕçĕ-и, ÿкересси – и, юрласси - и –хутшăнса темиçе хут та çĕнтерÿçĕ пулса дипломсем илме тивĕçлĕ пулнă.

Сасси те питĕ çепĕç унăн 2013 çултанпа «Тăвай çăтăрĕсем» конкурса малтисен хушшинче. Викăна килĕшекен ĕç нумай: ÿкерме, çĕлеме, çыхма ăста. Çут çанталăкăн чи çывăх тусĕ вăл. Уйрăмах алла вĕреннĕ кăсăясем хĕр ачана савăнăç кӱреççĕ.

Ун çинчен класс ертӱçи Алина Николаевна Орлова та ырă сăмахсем çеç калать: «Викăпа мĕн пĕчĕкрен, шкул çулне çитмен чухнех пĕрле ĕçле пуçланă. Пĕр кун та ним сăлтавсăр шкултан юлса курман. Лăпкă, сăпайлă, пур ĕçре те хастар, класри ачасем те унăн татăклă сăмахĕпе килĕшеççĕ.

Пěлтěр вырăс чĕлхипе районта иртнě олимпиадăра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ, республика шайĕнче çĕнтерÿçĕсен шутне кĕрсе шкул, район чысне хÿтĕлерĕ. Космонавтика кунĕнче «Космос зовет» ăс-тăн вăййинче (20 ыйтуллă викторинăра) пĕрремĕш вырăна тухрě».

Вĕренÿри, пурнăçри çитĕнĕвĕсемшĕн пуринчен ытла амăшне Любовь Геннадьевнăна тата хăйне вĕрентекенсене тав тăвать.

Л.Михайлова, Чутей ялĕ

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика