Чутеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                       

                                                                     

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВЕТЕРАНСЕНЕ – ПАРНЕ (Ял ĕçченĕ)

05 мая 2017 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 72 çул çывхарать. Çавна май Чутейри вăтам шкулта 4-8-мĕш классенче вĕренекенсем вăрçă тата тыл ветеранĕсене Çěнтерÿ уявне пĕрле ирттерме чĕнсе йыхрав хучěсем хатĕрлерěç. «Ăсталăх» кружок ертÿçи Л.Г.Краснова занятисенче сувенирсем, панносем, чечексем тума вěрентрě. Унăн вěренекенěсем оригами техникипе усă курса пĕчĕк панорама ăсталарĕç, хатĕр ĕçĕсене шкулти выставкăна тăратма шутларĕç. Чи тăрăшуллисене палăртас килет: Валерия Куприянова, Лиана Иванова, Евгения Рожкова, Кристина Яклашкина, Дима Орлов, Герман Никитин, Данил Самарин (6 кл.), Станислав Цырульников, Яков Кабартов, Саша Петров (7 кл.), Вика Краснова, Карина Самарина, Лина Васильева (4кл.), Таня Титова (2кл.). Ҫавăн пекех тата шкул ачисем Çĕнтерÿ уявěнче ветерансене сăвă-юрăпа саламлама хатĕрленеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика