Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ушкăнпа ĕçлетпĕр

11 мая 2017 г.

Ялти тасалăхпа хăтлăх унта пурăнакансенчен чылай килет тенипе чăннипех те килĕшетĕп. Анчах та кирек епле ытти ĕç пекех пĕччен-иккĕн пурнăçлама май çук. Ялта пурăнакан кашни çын хастар хутшăнни пĕлтерĕшлĕ.

Çакна тĕпе хурса тата тирпейлĕх хуçаланакан тăван яла хăна-вĕрле пуçтарма та вăтанмалла маррине шута илсе пĕрлехи ĕçе пуçăнтăмăр. Хĕл тăршшĕпе чылай пухăннă тасамарлăха кĕреплепе тураса пуçтартăмăр, урамсенче выртакан тĕрлĕ савăт-сапана михĕсене тултартăмăр. Ял клубĕн территорине тата çырмари тĕрлĕ çÿп-çапа пуçтарассипе тимлерĕмĕр. Сăмах май çакна палăртмалла, çулсеренех çуркунне яла хăтлăх кĕртесси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Ял йĕри-тавралли карта-хуралтăна çирĕплетессине вара арçынсем пурнăçлаççĕ.

Вăл е ку ял мĕнле пурăнни нумай чухне вырăнти старостăран килет. Ку енĕпе Кураккасси старости пуçарулăхпа палăрнине асăнма кăмăллă. Ял пурнăçĕпе çыхăннă кирек епле ĕçре те Геннадий Кириллов староста хастарлăхпа палăрать. Хăйне шанса панă обществăлла ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Çакăншăнах Г.Кириллова иртнĕ кунсенче Чăваш Республикин Тав хучĕпе тата сехетпе чысларĕç.

Кураккасси аталанăвĕнче ял комитечĕн ертÿçин Людмила Андреевăн тÿпи пысăк пулнине те асăнмасăр иртеймĕп. Тăрăшулăхпа, хастарлăхпа палăрса тăрать вăл. Людмила Никитична юрă-ташă ăсти пулнă май ялти хастарсене пĕр ушкăна пуçтарчĕ. Вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе район çыннисене пĕрре мар паллаштарма ĕлкĕрчĕç. Хастар, ĕçрен хăраман, пĕр шухăшлă çынсем пурăннăранах ял аталаннине туйса тăратăп.

Р.КОНОНОВА,

Кураккасси ялĕн депутачĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429245, Аликовский район, с. Крымзарайкино, ул. Школьная, д. 19
Телефон: 8(83535) 60-2-58
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика