Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Яваплăха кашнин туясчĕ

Яваплăха кашнин туясчĕ

Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене, ку çуртсене тĕпрен юсамалли программăпа килĕшỹллĕн, взнос тỹлесси чылай калаçтарать. Çавна май эпир район администрацийĕн строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникне С. Ф. Григорьева темиçе ыйтăва хуравлама ыйтрăмăр.

Ыйту: Станислав Федорович, асăннă программа çинчен мĕн калама пултаратăр-ха?

Хурав: Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха 2014—2043 çулсенче тĕпрен юсамалли республика программине ЧР Министрсен Кабинечĕн 2014 çулхи мартăн 13-мĕшĕнчи 77-мĕш №-лĕ йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ. Унăн патшалăх заказчикĕ — ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви. Тĕллевĕпе задачи — ЧР территорийĕнчи граждансене пурăнма хăрушсăрлăхлă тата хăтлă условисем паракан нумай хваттерлĕ çуртсен потребитель тата эксплуатаци характеристикисене лайăхлатасси, çав çуртсенчи пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсассине вăхăтра ирттерессине йĕркелесси тата эффективлă планласси.

Ыйту: Кăçал республика территорийĕнче нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсамалли взносăн пĕчĕк виçи мĕн чухлĕ-ха?

Хурав: ЧР Министрсен Кабинечĕн пĕлтĕрхи октябрĕн 26-мĕшĕнчи 436-мĕш №-лĕ йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, 2017 çултан нумай хваттерлĕ çуртри пỹлĕмĕн пĕтĕмĕшле лаптăкĕн кашни тăваткал метрĕшĕн тỹлев 6 тенкĕ те 8 пуспа танлашать. Унччен, 2016 çулта, 5 тенкĕ 80 пус пулнă.

Ыйту: Программа ĕçлеме пуçланăранпа тăваттăмĕш çул пырать. Ку тапхăрта тата маларахри çулсенче çак тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем пурнăçласа ĕлкĕрнĕ-ха?

Хурав: 2009 çулта, калăпăр, нумай хваттерлĕ 20 çурта юсанă. Вĕсенче е шыв пăрăхĕсене улăштарнă, е канализацине, е тăрăна, е ăшă тытăмне юсанă. 2010 çулта Ленин урамĕнчи 20-мĕш çуртăн никĕсĕпе стенисене çирĕплетнĕ. 2011—2013 çулсенче тата нумай хваттерлĕ 8 çуртра юсав ĕçĕсем ирттернĕ. 2014 çулта, сăмахран, 6 çуртра электричествăпа тивĕçтермелли тытăма йĕркене кĕртнĕ. Пĕлтĕр вара Красноармейскинчи Г. Степанов урамĕнчи 23-мĕш çуртăн тăррине тĕпрен юсанă. Çак объекта йышăннă вăхăтра кунта Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. В. Игнатьев та пулса курчĕ, сĕнỹсем пачĕ. Кăçал та нумай хваттерлĕ çуртсенче юсав ĕçĕсем пурнăçламалла. Акă, Васильев урамĕнчи 6-мĕш çуртăн фасадне йĕркене кĕртмелле, Ленин урамĕнчи 36-мĕш çуртăн ăшă тытăмне юсамалла. Механизаторсен урамĕнчи 2 тата 14 çуртсенче те тумалли пур. Малаллахи çулсенче нумай хваттерлĕ çуртсенче юсав ирттермелли ĕç-пуç пирки ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин сайчĕ çинчи “Фонд капремонта” баннерта паллашма пулать.

Ыйту: Пирĕн районта нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсама взнос пуçтарасси еплерех пырать-ха?

Хурав: Тĕрĕс ыйту паратăр. Çуртсене тĕпрен юсама тытăнасси вĕсенче пурăнакансем взноссене епле тỹлесе пынинчен килет. Вăл е ку çуртра пурăнакансем ытларах тỹлеççĕ пулсан, юсав ĕçĕсене те маларах кĕтсе илеççĕ. Акă, 2014 çулхи декабрьтен тытăнса кăçалхи мартăн 31-мĕшĕччен Красноармейскисен “пĕрлехи хурана” 9 миллион та 700 пин тенкĕлĕх взнос тỹлемелле пулнă пулсан, 6 миллион ытларах тенкĕлĕх çеç хывнă (62 процент). Ку енĕпе эпир республикăри 26 муниципалитет хушшинче 20-мĕш вырăн йышăннă. Март уйăхĕн кăтартăвĕсемпе районăн взнос хывассин коэффициенчĕ пурĕ те 55 процентпа кăна танлашнă. Çакă — республикăри чи пĕчĕк кăтарту. Ман шутпа, ку тĕлĕшпе кашнин яваплăха туймалла, взноссене вăхăтра тата туллин тỹлеме тăрăшмалла.

Ыйту: Нумаях пулмасть районти Культура çуртĕнче нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсамалли программăна пурнăçа кĕртес ыйтупа ку çуртсен канашĕсен представителĕсемпе тата вĕсенче пурăнакансемпе тĕлпулу иртрĕ. Унта Эсир те тухса каларăр, ĕç-пуç хамăр тăрăхра епле пулса пынипе паллаштартăр. Тухса калаçакансем те чылайăн пулчĕç. Мĕн хумхантарать-ха вĕсене?

Хурав: Çапла, ыйтусем нумай. Кашни çуртра взноссене епле тỹлесе пынипе каллех çỹлерех асăннă сайтри баннерта паллашма пулать. Тĕрĕссипе, район центрĕнчи 200 ытла çын ăна тỹлеймест, апла пулсан “пĕрлехи хурана” хăйĕн тỹпине хываймасть. Пĕрисем вăхăтра тата туллин тỹлеççĕ, теприсем — çук. Йĕркеллĕ пулăм мар çакă. Тепĕр хут палăртатăп: кашнин яваплăхĕ кирлĕ ку чухне. Тĕлпулура тухса калаçнисем те ку шухăшах палăртрĕç. Хĕрĕхе яхăн çын пулчĕ унта. Паллах, яваплăха туякансем, взноссене вăхăтра тỹлекенсем пынă. Вĕсене тỹлеменнисем хăйсен яваплăхне туйманни шухăшлаттарать. Ун евĕррисем пирки, чăн та, саккун çирĕпленмеллех. Çывăх вăхăтрах “Фонд капремонта” вĕсенчен парăма шыраса илес ĕçе пуçлать.

Ыйту: Çак ыйтăва та парассăм килет. Районти Культура çуртĕнчи тĕлпулу вăхăтĕнче те хускатрĕç-ха ăна. Хăш çурт взноссене еплерех тỹлесе пырать-ха?

Хурав: Ку список питех те вăрăм. Хаçатра та вăл пысăк вырăн йышăнĕ. Хăш-пĕр çуртсемпе илсе кăтартма хирĕç мар. Акă, кăçалхи март уйăхĕнчи кăтартусем:

Урамсем                              Çурт               Взнос тỹлемелле   Тỹленĕ

30 лет Победы                    20                    2565,78                 568,49

Васильев                             7                    2676,59                 348,38

Г. Степанов                        17                    6390,70                 3740,42

Г. Степанов                        23                    6852,28                 2888,91

Ленин                                 20                   5127,89                 2061,12

Ленин                                 36                   3149,62                 1551,12

Ленин                                 70                   3144,77                 1520,64

Механизаторсен                  10                   2887,41                 250,00

Район центрĕнчи нумай хваттерлĕ 58 çуртран ыттисен те ку тĕлĕшпе тỹлевсем мĕнле пулнине çỹлерех асăннă министерство сайчĕн “Фонд капремонта” баннерĕнчех тупса паллашма пулать.

Корр.: Мĕнех, тавтапуç Сире, Станислав Федорович, уçă калаçушăн, пирĕн ыйтусене тулли хурав панăшăн. С. Ф. Григорьев: Халăх хушшинче ăнлантару ĕçне тума май панăшăн Хăвăра та тав.

Интервьюна В. Данилов йĕркеленĕ.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
05 мая 2017
10:27
Поделиться