Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Пилĕк орден кавалерĕ

Йăнтăрчă ял тăрăхĕнчен 206 çын çĕнтерÿ-пе яла таврăннă. Паянхи куна тăватă ялĕпе те 3 ветеран кăна пурăнать. Вĕсенчен пĕри - 98 çулта пыракан Илья Иванович Иванов.
Вăл 1919 çулхи июлĕн 26-мĕшĕнче Тенеялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Сăхăтпуçĕ-нчи 7 çул вĕренмелли шкул хыççăн Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне çул тытнă. 1939 çулта Чăваш патшалăх пединститутĕнче физикăпа математика факультетĕнче вĕренме тытăннă. Германи çарĕ Польшăна илсен студентсене салтака илнĕ. Илья Иванович 10 уйăх полк шкулĕнче вĕреннĕ, унтан ăна стрелковăй полкра пулемет уйрăмĕн командирне лартнă.
1941 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче Илья Иванов аманнă. Сывалсан Харьков, Полтава, Миргород, Лисичанск, Ворошиловград хулисен таврашĕнче нимĕçсене хирĕç çапăçнă.
Ăсталăхне кура чăваш каччине Ленинградри çар училищине вĕренме янă. Ун хыççăн батарея командирĕ пулса Курск, Воронеж патĕнчи хаяр çапăçусене хутшăннă. Икĕ хутчен аманнă.
1945 çулхи апрелĕн 22-мĕшĕнче Громфейтхолен ялне илессишĕн пынă çапăçура И.Иванов лейтенант взвочĕ пĕр кунта нимĕçсен виçĕ контратакине сирсе янă, чылай нимĕç салтакĕпе офицерне, çар техникине тĕп тунă. Икçĕре яхăн нимĕçе тыткăна илнĕ. Çак çапăçушăн пирĕн ентеше 1945 çулхи майăн 18-мĕшĕнче Александр Невский орденĕпе наградăланă. Паттăр салтак çавăн пекех виçĕ хутчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе чылай медале тивĕç пулнă. 
Вăрçă хыççăн Илья Иванович аслă пĕлÿ илнĕ. Элпуç, Йăнтăрчă шкулĕсенче военрукра, директорта ĕçленĕ.
2000 çулхи майăн 9-мĕшĕнче нимĕç фашисчĕ-сене çĕнтернĕренпе 55 çул тултарнă ятпа Мускавра ирттернĕ парадра пулнă. Çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçе хастар хутшăннăшăн Тăвай районĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Хăй вăхăтĕнче “Ял ĕçченĕ” хаçатпа та тачă çыхăну тытнă Илья Иванович. 
Паянхи кун вăрçă ветеранĕ хăйĕн ывăлĕпе Улянкăра пурăнать. Шкул ачисем вăрçă ветеранне манса каймаççĕ, кирлĕ вăхăтра пулăшма тăрăшаççĕ.



05 мая 2017
15:16
Поделиться