Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хастарлăх сÿнмен-ха

29 апреля 2017 г.

Ура çине ир пуснисем чăтăмлă та тÿсĕмлĕ пулаççĕ теççĕ. Çакна Калинино салинче пурăнакан Валериан Прокопьев пирки каланăнах туйăнать. Мĕншĕн тесен ăна ĕç пиçĕхтернĕ.

Сакăрвунна çывхараканскерпе сăмах çăмхи майĕпенех сÿтĕлсе пычĕ. Калаçуран çăмăллăнах ăнлантăм% Валериан йывăрлăха çĕнтерсе пыма ялан вăй-хал çитернĕ.

Вăл Красноармейски районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнче çуралнă. Вăрçă кĕрлесе тухнă вăхăтра вара тăваттăра çеç пулнă. Апла пулин те ашшĕне килне пырса алла повестка парса хăварнине, хыççăн ăна пĕтĕм ял-йышпа тата тăванĕсемпе пĕрле вăрçă хирне ăсатса янине халĕ те манăçран кăлармасть.

– 1941 çулхи çулла уйрăлтăмăр аттерен, – иртнине куç умне кăларчĕ В.Прокопьев. – Вăл, вăйпиттискер, мана ыталаса илчĕ те макăрса ячĕ. «Сана урăх курайăп-ши; Çывăх çынсенчен уйрăлас килмест те, анчах та Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса каймаллах», – терĕ атте. Ăна эпир Красноармейскине çитиех ăсатса ятăмăр. Шел пулин те, унăн каялла таврăнасси пулмарĕ. Ленинград хули çывăхĕнчи çапăçура яланлăхах куçне хупнă юратнă атте.

Валериан Прокопьевăн пурнăçĕ малаллах шунă. Ачалăх çулĕсем савăнăç кÿмен, мĕншĕн тесен хырăм выççи канăçсăрлантарнă.

– Пылак çимĕç çисе курман эпĕ. Анне мăян вăррине пуçтаратчĕ те ырашпа пĕрле авăртатчĕ. Хыççăн çăкăр пĕçеретчĕ. Йÿçĕ тутă калатчĕ пулин те, нимĕн юлми çисе яраттăмăр. Çăвара армути хыпнă пекех туйăнатчĕ. Анчах та хирĕçлемелли çук, мĕншĕн тесен хырăма тутă кĕртмелле пулнă-çке. ,не тытаттăмăр та, сĕт те ĕçкеленĕ. Ултă ачаччĕ эпир. Анне вара пĕчченех ĕçлетчĕ. Йывăрлăхне кашни кун курсан та нăйкăшнине илтмен унран, – калаçăва тăсрĕ В.Прокопьев. – Килте шăрпăкпа тăвар та пулман. Çавăнпа та анне кăвар шырама кăларса яратчĕ. Темиçе киле кĕрсе тухаттăмăр. Анне кăвар тупса килсен тÿрех кăмакари вутăна чĕртсе яратчĕ. Çапла пÿрт те ăшăнатчĕ, апат та пиçетчĕ. Сĕтел çине вĕри çĕрулми кăларса хурсан чунтан савăннă.

Валериан Прокопьевич пуçламăш классене ялти шкулта пĕтернĕ. Хыççăн кÿршĕллĕ яла утнă, çавăн пекех Красноармейски шкулĕнче те пĕлĕве туптанă.

– Шкула яка çи-пуçпа çÿресе курман. Ураран вара çăпата татăлман. Нуша теме те хăнăхтарать. Эпĕ улттăмĕш класра вĕреннĕ чухне çăпата тума вĕрентĕм. Кукаçи кăтартса пынипе паллах. Çăпата тума пушăт кирлĕччĕ. Вăрмана каяттăмăр. Анчах та вăрман хуралçисем асăрхасан киле нимсĕр-мĕнсĕр таврăнаттăмăр. Урокра кивĕ хут çине çырсан та вĕренÿ патне туртăм пысăкчĕ. «Вĕреннĕ çын пурнăçра яланах хăй вырăнне тупать», – тетчĕ анне. Физикăпа хими предмечĕсене уйрăмах килĕштереттĕм, – терĕ В.Прокопьев.

Кун хыççăн кун иртсе пынă. Çирĕклĕ ялĕн çамрăкĕ 10 класс пĕтернĕ. Çулталăкран салтака кайма ят тухать. Ытти тантăшĕсем пекех çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçлать. Тăван кĕтесе тĕреклĕ каччă пулса таврăнать. Çамрăка, бухгалтер çукран, направленипе вĕренме яраççĕ. Ятарлă пĕлÿ илсен «Красное Сормово» хуçалăхра бухгалтерта ĕçлеме пуçлать. Кайрантарахпа ăна отчетпа суйлав пухăвĕнче хуçалăх ертÿçин тилхепине тыттараççĕ. В.Прокопьев çĕнĕ должноçра кăтартусене ÿстерсе пырассишĕн вăй-халне шеллемест. Ахальтен мар «Красное Сормово» хуçалăх малтисен йышне лекет. Ертÿçĕ хĕрÿ тапхăрта ир пуçласа каçчен ĕçрен татăлман. Канлĕх мĕнне пĕлмен, халăх ырлăх-пурлăхĕшĕн чунтан тăрăшнă.

Çамрăк вăхăт çапла-çке вăл, чун-чĕрене юрату çавăрса илсен ниепле те хăтăлма май çук. Валериан Карай шкулне ĕçлеме пынă Роза Волковăна килĕштерсе пăрахать. Ку хĕр унăн пурнăçри чи çутă çăлтăрĕ пулнине пĕр иккĕленмесĕр туйса илет. 5 çул туслăх хĕлхемне хĕмлентереççĕ вĕсем. Каччă савнă çыннине çухатма шутламасть, хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтать. Хĕр хирĕçлемест. Çапла вара 1966 çулта пĕрлешеççĕ. Мăшăр икĕ ачана кун çути парнелет. Халĕ вĕсем ÿссе çитсе хăйсен пурнăç çулне тупнă ĕнтĕ.

– Манăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 48 çул. Сакăр çул колхоза ертсе пынă хыççăн механика куçрăм. Паллах, Çĕрпÿри техникумра куçăмсăр майпа вĕренсе механик специальноçне алла илтĕм.

Пĕр кунхине пуçана Калининăра пÿрт пушă ларнине, çавăнпа та мана çемьепе пĕрле унта пурăнма куçма сĕнчĕ. Итлерĕм ăна, Вăрнар районне куçса килтĕмĕр, – терĕ ĕç ветеранĕ.

В.Прокопьев Вăрнарти йывăç комбинатĕнче, Калининăри ДРСУра бухгалтерта ĕçленĕ. Пурнăçăн ытларах пайне шут ĕçĕпе çыхăнтарнă. Халĕ, ăс-тăн çивĕчлĕхне çухатас мар тесе, хаçат-журнал нумай çырăнса илет. Район хаçатне вулама уйрăмах килĕштерет.

Юрий КОРНИЛОВ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика