Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ДЮЦ чемпионатĕнче

28 апреля 2017 г.

Ача-пăчапа çамрăксен районти центрĕн (ДЮЦ) шашкăлла выляссипе ирттернĕ чемпионачĕ икĕ уйăха пычĕ. Пĕтĕмпе 38 арçын ачапа хĕр ача хутшăнчĕ ăмăртусене. Кĕрешÿ çивĕч иртрĕ. Малтанхи партисенче арçын ачасем хушшинче Кирилл Масленниковпа Егор Королев, Артем Ивановпа Тимофей Михайлов çĕнтерÿ хыççăн çĕнтерÿпе пычĕç пулсан, юлашки вăйăсенче вĕсенчен виççĕшне (Артемсăр пуçне) пĕрремĕш “б” класра вĕренекен Леонид Филиппов такăнтарчĕ. Çапла майпа Артем Иванов ДЮЦ чемпионĕ пулса тăчĕ. Иккĕмĕш вырăна Леонид Филиппов çĕнсе илчĕ. Виççĕмĕшне - Кирилл Масленников.
Хĕр ачасенчен Софья Иванована çитекенни пулмарĕ. Сăмах май каласан, вăл та, Артем Иванов пекех, зонăри “Чудо-шашки” турнирта иккĕмĕш пулнăччĕ. Иккĕмĕш вырăна Евгения Ильина тухрĕ. Виççĕмĕш вырăнта - Полина Никитина. Хĕр ачасем кăткăс партисенче те хăйсен ăсталăхне кăтартма пултарчĕç. Асăннă шашистсем пурте грамотăсене тивĕçрĕç.
“Çĕнтерÿ патне ăнтăлнăшăн” грамотăпа Артем Хвостовпа Тимофей Михайлов, Софья Кукловапа Лера Федорова тата Настя Павлова вĕренекенсене хавхалантарнă.
Çÿлерех асăннă тата ДЮЦăн ытти шашисчĕ-сем Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе иртекен турнира хутшăнаççĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика