ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухтăр пулмах çуралнă

05 мая 2017 г.

Республикăри травматологи, ортопеди тата эндопротезировани федераци центрĕнче тĕрлĕ сăлтава пула сывлăхĕ хавшанă çынсене медицинăн хальхи çитĕнĕвĕсемпе усă курса пулăшас тĕлĕшпе куллен тăрăшаççĕ. Сиплев учрежденийĕн коллективĕнче пысăк квалификациллĕ специалистсем нумай пулни те тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыма витĕм кỹрет. Опытлă специалистсен йышĕнче пирĕн районти Хирти Сĕнтĕр ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ỹснĕ Валерий Соловьев та пур.

Валерий Александрович сывлăх сыхлавĕнче 1988 çултанпа, хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн профессионал, çамрăксен наставникĕ, пациентсемшĕн хисеплĕ тухтăр. Ĕçри ỹсĕмсемшĕн ăна Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕн ятне панă. Темиçе хутчен те РФ тата Чăваш Республикин Сывлăх сывлавĕн министерствин Хисеп грамотисемпе наградăланă.

Валерий Александровичăн ĕç стажĕ 29 çулпа танлашать. Ĕçри пирвайхи утăмĕсене вăл Шупашкар хулинчи васкавлă пулăшу уйрăмĕнче пуçланă. Унта 10 çул тăрăшнă. Çав вăхăтрах Хусан хулинче медицина наукисен кандидачĕн ятне хỹтĕлеме вăй çитернĕ. 1998-2008 çулсенче республикăри клиника больницин нейрохирурги уйрăмĕн тухтăрĕ пулнă. Паянхи кун вăл - ăста нейрохирургсенчен пĕри. Республикăри травматологи, ортопеди тата эндопротезировани федераци центрĕнче тăрăшаканскерĕн çак ят-сума çĕнсе илме вара нумай вĕренмелле, çĕннине алла илмелле пулнă. Ахальтен мар тухтăр И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен вĕренсе тухсассăн та хăйĕн пĕлĕвне ỹстерме чарăнман. Квалификаци шайне çĕклеме вăл Раççейри тата ют çĕршывсенчи наука институчĕсене çитсе килнĕ. Ăслăлăх конференцийĕсене те тăтăшах хутшăнать тухтăр. Валерий Александрович 1996 çулта "Нейрохирургия" специальноçпа наука кандидачĕн диссертацине хỹтĕленĕ. Вăл 35 наука ĕçĕн тата вĕренỹпе методика пособийĕсен, 3 монографи авторĕ.

Тухтăрăн пациенчĕсем - çурăм шăмми тата мими ыратнипе аптракансем. Валерий Александрович пурне те тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ парассишĕн тимлет. Çавна май вăл çĕнĕ йышши технологисемпе ĕçре усă курас тесе Раççейри чи ăнăçлă ĕçлекен институтсемпе çыхăну тытать. Ыттисен паха опытне ăша хывать, çĕннине вĕренет. Ахальтен мар нейрохирург пациентсене сипленĕ май "HandyVac" системăпа, Cell saver аппаратпа ăнăçлă усă курать.

Валерий Соловьев университетра лекцисем вулама та вăхăт тупать. Студентсемпе тĕл пулнă май ĕçри опытпа, хăйĕн ăсталăхĕпе паллаштарать. Унран вĕренмелли вара чăннипех нумай. Вăл çамрăксемшĕн чăн-чăн ырă тĕслĕх.

Валерий Александрович ывăлĕсемпе хĕрĕшĕн те тĕслĕх вырăнĕнче. Ахальтен мар икĕ ывăлĕ те ашшĕ çулĕпе кайнă. Вĕсем - тухтăрсем. Хĕрĕ, хальлĕхе шкулта çеç пĕлỹ пухать пулин те, çывăх çыннин çулĕпе утма ĕмĕтленет.

Çак кунсенче Валерий Александрович сумлă юбилейне паллă тăвать. Ултă теçетке çула çитсе пырать пулин те, вăл вăр-вар та маттур, çирĕп вăй-халлă. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнаканскер çутă ĕмĕтсемпе малалла утать.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика