Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхсем килĕштерсе пурăнсан терроризм хăратаймĕ

05 мая 2017 г.

Çу уйăхĕн 3-мĕшĕнче Хирти Явăшри тĕп шкулта "Терроризмăн тĕнĕ çук!" ятпа республика шайĕнчи семинар-практикум иртрĕ. Унта республикăн тата районсен терроризма хирĕçле комитечĕсен, культура, вĕрентỹ, шалти ĕçсен министерствин, Тĕн управленийĕн, Патăрьел, Канаш, Комсомольски, Шăмăршă, Тăвай, Елчĕк районĕсен тата Канаш хула администрацийĕсен представителĕсем килсе çитрĕç.

Мероприятие Чăваш Республикин культура, наци тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов, ЧР мăсăльман тĕн управленийĕн председателĕ Альбир-хазрат Крганов муфтий, Стефан епископ тата ыттисем те хутшăнчĕç. Чăн малтанах пухăннисем умĕнче район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин сăмах илчĕ.

- Экстремизмпа тата терроризмпа пурте кар! тăрса кĕрешмелле, унсăр ăна эпир нихăçан та çĕнеес çук. Раççейре чарнă Игил, алкаида тата çавăн йышши ытти пĕрлешỹсем хăйсен тискер ĕçĕсене ислам тĕнĕ хыçне пытанса пурнăçлаççĕ. Асра тытăр, нимĕнле тĕн те çынна усал тума, асаплантарма, вĕлерме вĕрентмест! - терĕ Хасиятулла Семигуллович.

Çак шухăша малалла Мускав тата Раççейĕн Центральнăй регионĕн муфтийĕ Альбир-хазрат Крганов тăсрĕ.

- Коран тата Псалтырь кĕнекисем пирки калас пулсан, вĕсем - этемсене туслă пурăнма вĕрентекенсем. Чăн, чунтан ĕненекен çын вара нихăçан та, никама та начар тумасть, мĕншĕн тесен чăваш-и, тутар-и, вырăс-и е ытти халăх - пурсăмăр та пĕр тан. Чĕрчун та хăйĕн йышĕпе пурăнать. Террористсем тискер чĕрчунсенчен те кăрарах. Никама та шеллемеççĕ. Пирĕн çамрăксене çак ушкăнсенчи çынсем нимĕнле тĕне те ĕненменнине ăнлантарса памалла, тĕне уйăрмасăр пĕр-пĕрне сума сума, ĕçне кура хисеплеме хăнăхтармалла", - терĕ вăл.

Мероприяти малалла темиçе ушкăна пайланчĕ. Пĕрисем Мускавран килнĕ Светлана Яковлева психологăн лекцине итлеме васкарĕç, теприсене Хусан хулинчен килсе çитнĕ Лариса Астахова ирттерекен практика занятийĕ илĕртрĕ. Виççĕмĕшĕсем вара "çавра сĕтел" йĕркелерĕç. Унта хутшăннисем тĕн представителĕсемпе пĕрле "Яллă вырăнсенче терроризмпа экстремизм сĕмĕсенчен сыхланмалли тĕн профилактикин пĕлтерĕшĕ" темăпа калаçу ирттерчĕç.

Мероприятие ирттерекенсен йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн вĕренекенсем хушшинче тĕрлĕрен олимпиада-конкурс иртрĕ, вĕсенче мала тухнисене Хисеп хучĕсемпе, парнесемпе савăнтарчĕç.

А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика