Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кадетсен ăмăртăвне кадетсем хутшăнмĕç-ши?

21 апреля 2017 г.

Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче Шупашкарти Мемориал комплексĕнче кадет класĕсен республикăри смотрĕ иртет. Вăл 10 сехетре пуçланмалла. Мероприятие хальлĕхе 18 муниципалитетри 52 кадет класс хутшăнма кăмăл тунă.

Республикăн Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви пĕлтернĕ тăрăх, кадетсен пултарулăхне вĕсен çулне кура тĕрĕслĕç. Кĕçĕн йышра 16 класс заявка тăратнă, вăтам ушкăнра – 15, аслă ушкăнра – 17, шкул пĕтерекеннисен ушкăнĕнче – 4. Патăрьел, Муркаш районĕсенче, Улатăрпа Канаш хулисенче кадет класĕсем пур пулин те республикăри смотра хутшăнас кăмăллине вĕсем хальлĕхе палăртман.

  • Сăмах май, пирĕн республикăра кадет корпусĕ йĕркеленĕ. Унта 22 муниципалитетри 104 клас, республикăри 1 кадет шкулĕ тата Шупашкарти 14-мĕш кадет шкулĕ, Çĕнĕ Шупашкарти кадет лицейĕ, Канашри патшалăх службин тата управленийĕн лицейĕ кĕнĕ. Кадет класĕсенче 3,8 пин ытла ача вĕренет. Республикăри кадет шкулне федерацин Атăлçи округĕн шайне кăларассине эпир маларах пĕлтернĕччĕ.

 

www.hypar.ru

 
Вера ТИТОВА.

Источник: "Хыпар"

Первоисточник: http://hypar.ru/cv/kadetsen-amartavne-kadetsem-hutshanmec-shi

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
        

Ссылки на сайты партнеров размещены в разделе «Сайты партнеров»

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика