Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пиллĕкмĕш хут иртнĕ тĕрĕслеве 5 пин ытла çын хутшăннă

25 апреля 2017 г.

 
25 Apr, 2017 |

Ĕнер, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, пирĕн республикăра "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017" акци пиллĕкмĕш хут иртрĕ. Чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстерес тĕллевĕллĕ мероприятие кăçал, малтанласа шутланă тăрăх, 5 пин ытла çын хутшăннă.

Диктанта И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче, Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче çыртарнă. Унсăр пуçне районсенче те чăваш чĕлхин пĕлĕвне тĕрĕсленĕ. Диктант текстне "Тăван радио" тата "Наци радиовĕ" эфирĕсенче вуланă.

Тăван чĕлхене пĕлнине тĕрĕслеме шкул ачисем, вĕрентекенсем, студентсем, преподавательсем, журналистсем тата ытти ĕçре тăрăшакансем ĕнер алла калем тытнă. Акцие ЧР вĕренÿ тата çамрăксен ĕçĕн министрĕн çумĕ Алевтина Федорова та хутшăннă. Ведомствăн пресс-служби хыпарланă тарăх, министр çумĕ тăван чĕлхене юратма ачасене мĕн пĕчĕкрен вĕрентмелле, вĕсемпе тăван чĕлхепе калаçсан вĕсем чĕлхе илемне туйса ÿсĕç тесе шухăшлать. 

www.hypar.ru

 
Вера ТИТОВА.

Источник: "Хыпар"

Первоисточник: http://hypar.ru/cv/pillekmesh-hut-irtne-teresleve-5-pin-ytla-cyn-hutshanna

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика