Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Симĕс Раççей” субботникра

04 мая 2017 г.

Çуркунне - тирпей-илемпе тавралăх чĕрĕлсе симĕсленнĕ вăхăт. Анчах тирпей-илем хăй тĕллĕн кăна пулмасть. 
Иртнĕ шăматкун Чăваш Енри ĕç коллективĕсем “Симĕс Раççей” субботника хаваспах хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хавхалантарса пынă вĕсене. 
-Пирĕн хамăрăн çĕре юратмалла, çут çанталăка упрамалла, урамсенчи тасалăх вĕсенче пурăнакан кашни çыннăн культуринчен килет,_ палăртнă Михаил Васильевич.
Республика тĕп хулинчи “Шупашкар”, ”Юманлăх” ращасенче, Пирогов тата Чапаев ячĕллĕ скверсенче,”Хевешский” çăлкуç çывăхĕнче тата ытти паллă вырăнсенче те илем кĕртнĕ çынсем.
Пирĕн районта пурăнакансем те йышпа хаваспа ĕçленĕ, ялсенчи урамсене тасатнă.

Сăхăтпуçсем те çăлсемпе пĕве çывăхĕнчи урамсене, çырма тăрăхне тасатса типтерлессипе ĕçлерĕç. Уйрăмах Галина Яковлева, Людмила Михайлова, Надежда Андреева, Людмила Данилова, Нина Акимова, Алевтина Охотникова, Нина Михайлова, Альбина Родионова, икĕ Ирина Андреевасем, икĕ Людмила Яккусем, Алевтина Лебедева, Тамара Васильева, Елизавета Касмыкова тăрăшрĕç çак кунсенче хăйсем пуçарса йĕркеленĕ субботникре. Шел, çав вăхăтрах хăш-пĕр çамрăксемех хутшăнмасăр айккинче пулчĕç çак пархатарлă ĕçрен. Çапах та йышпа ÿсĕнчĕ, кăмăллă юлчĕç пурнăçланă ĕç калăпăшĕпе.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика