Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмпа усă курса ÿкереççĕ

04 мая 2017 г.

Çăмпа усă курса ÿкереççĕ

    Пирĕн пурнăçра çăмпа тĕрлĕ япала çыхнă-тунă ĕлĕк. Паянхи кун та çак кивĕ, тахçанхи япала актуаллă пулса пырать. Манăçа тухнă халăх алăсталăхĕ çĕнĕрен модăна кĕрсе пырать. Çăмпа уса курса ÿкересси вăл - сăрăсăр, кăранташсăр, кисточкăсăр, шывсăр, тĕрлĕ çăма сийлĕ-сийлĕ хурса, уйрăм майпа илемлĕ пир тăвасси.

    Пир-авăр çине çийĕн-çийĕн тĕрлĕ тĕслĕ çăм хураççĕ. Ĕлккен палитра тума пулать тĕслĕ çăмсене пĕр-пĕрин çине хунă хыççăн. Вĕсем кирек мĕнле интерьерта та лайăх курăнаççĕ, кил-çурта илем кĕртеççĕ. Пурнăçа, çутта сăнарланă ÿкерчĕксем илеме туйма, çут çанталăка, эпир пурăнакан тĕнчене хаклама, юратма хăнăхтараççĕ.

    “Çăмпа ÿкересси” мастер-класа Тăвайри искусствăсен шкулĕн директорĕ тата вĕрентекенĕ Наталья Юрьевна Федоровапа “Асамат кĕперĕ” шкулчченхи вĕренÿ учрежденине çÿрекен Анна ятлă хĕрачи кăтартрĕç. Куракансем интересленсех сăнарĕç Федоровсем çăмпа усă курса пĕр самантранах илемлĕ ÿкерчĕк тунине.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика