Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Йĕркене пăхăнар

2017 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Республикин территорийĕнче пушар хăрушсăрлăхĕн уйрăм режимĕ вăя кĕрет.

Çак тапхăрта кирек хăш вырăнта та тип курăкпа çÿп-çапа, ытти япаласене çунтарма, кăвайт чĕртме юрамасть, вăрмансене кĕме чараççĕ. Йĕркене пăссан  уйрăм çынсене 2000 тенкĕрен пуçласа 4000 тенкĕ таран, должноçри çынсене 15000 тенкĕрен пуçласа 30000 тенкĕ таран, предприятисемпе организацисене 400000 тенкĕрен пуçласа 500000 тенкĕ таран штрафлаççĕ.

А.САЙКИН,
Елчĕк районĕнчи пушар асăрхавĕн патшалăхăн тĕп инспекторĕ.



"Елчĕк Ен"
03 мая 2017
11:16
Поделиться