Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сцена ăстисем концертпа савăнтарчĕç

28 апреля 2017 г.

Район 90 çул тултарнă май Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта юрăпа ташă конкурсĕ иртрĕ. Мĕн чухлĕ хатĕрленчĕç унта ачасем. И. Фомина аслă вожатăйпа класс ертỹçисем те сахал мар тăрăшрĕç. Тăххăрмĕшĕнчи С. Мышов музыка тĕлĕшĕнчен пулăшрĕ. М. Егоровăпа Т. Курмышова уяв каçне кăмăллăн ертсе пычĕç.

Кашни класс конкурса ташă хатĕрленĕ. Çакă та интереслĕ: пурте хутшăнчĕç унта. Тата чи пултаруллисем пулнине те кăтартма тăрăшмалла. Жюри членĕсем ушкăнпа пĕр харăс тĕрлĕ хускану тунине, кĕвĕ çеммипе авкаланма пултарнине шута илчĕçех.

Çĕнтерỹçĕсем камсем-ши? Çак ыйту кашнинех канăç памарĕ. Юрлассипе Д. Павлова, А. Киргизова, А. Аппакова, С. Лукиянова, улттăмĕш классен ушкăнĕ, О. Мышова, М. Егорова, Р. Абдуллина малти вырăнсене йышăнчĕç. Чăн-чăн артистран пĕри те кая мар.

Ташлассипе вара иккĕмĕш, тăваттăмĕш, пил- лĕкмĕш, улттăмĕш классем пĕрремĕш вырăнсенче пулчĕç.

А. ИВАНОВА.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика