Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çураки ăнăçлăхĕшĕн

28 апреля 2017 г.

     

    Çуркунне çитнĕ май, çурхи уй-хир ĕçĕсене лайăх хатĕрленсе ирттерессине район администрацийĕ тимлĕхрех тытать. Çак тĕллевпех “Красная Чувашия” ООО никĕсĕ çинче 2017 çулхи çуракине ăнăçлă хатĕрленсе ирттерес ыйтупа семинар-канашлу пулнă. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕ-сен ертÿçисем малтанах машинăпа трактор паркне пухăннă, вĕсене хуçалăх ертÿçи Дмитрий Семенов тата специалистсем автопаркпа тата çурхи уя тухма епле хатĕ-рленнипе паллаштарнă.
    Семинар-канашлăва уçса, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке районăн 2017 çулхи I кварталти социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн итогĕсем тата çурхи ĕçсене тивĕçлĕ хатĕ-рленсе ирттересси çинчен каланă. “Çурхи ака ĕçĕсене кĕске агротехника срокĕсенче туса ирттерме тата кăçалхи пысăк тухăçăн çирĕп никĕсне хывса хăварма ырă сунас килет”, - тенĕ вăл юлашкинчен хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе.
    “Красная Чувашия” ООО ертÿçи Дмитрий Семенов хуçалăхăн кăçалхи тĕллевĕ-сем çинче чарăнса тăнă. Хуçалăх сăвакан ĕнесен йышне пысăклатма, çурхи акана 550 гектар çинче пахалăхлă туса ирттерме, выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçармашкăн выльăх апачĕн çирĕп никĕ-сне хывса хăварма палăртнине каласа панă. “Хуçалăх уя тухма пĕтĕмпех хатĕр, вăрлăхсем çителĕклĕ, техника юсавлă, çунтармалли-сĕрмелли япаласемпе минераллă удобренисем кирлĕ чухлĕ туянса хатĕрленĕ”, - тенĕ вăл.
    АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Николай Краснов çуракине лайăх ирттерес тĕлĕшпе çĕр ĕçченĕсем умĕнче тăракан тĕп задачăсене палăртнă. Паянхи куна районти хуçалăхсенче 2384 тонна е кирлĕ хисепĕн 109 проценчĕ чухлĕ пĕрчĕ-ллĕ тата пăрçа йышши çурхи тĕш тырă культурисен вăрлăхĕ пур, 96 проценчĕ ака кондицине тивĕçтерет. 200 тонна элита тата суперэлита, 90 тонна пĕрремĕш репродукциллĕ тĕш тырă вăрлăхĕсем тата кукурузăн пĕрремĕш сыпăкри гибридне 12 тонна туянса хатĕрленĕ. 
    600 тонна минераллă удобрени янтăласа хунă. Уйрăмах вĕсем “Акконд-агро фирма” АОн, “Чутеевский” ЯХПКн, В.Грачев, А.Моряков, С.Михайлов ХФХсен çителĕклĕ. Дизель топливипе 98 процент тивĕçтернĕ. Малалла туянаççĕ.
    Районти хуçалăхсенче 108 трактор пур, вĕсенчен 92 проценчĕ юсавлă, груз турттармалли автомашинăсен 79, сеялкăсен 89, культиваторсен 80 тата çĕрулми сажалкисен 75 проценчĕ апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлнех ĕçе хатĕр пулнă. 
    Николай Краснов ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен сывлăхĕпе ĕçлев сыхлавĕн, медосмотрпа диспансеризаци тухас ыйтусене тимлĕхре тытма сĕннĕ.
Семинар-канашлура ЧР ял хуçалăх министерствин финанспа кредит политикин пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Ирина Воронцова 2017 çулта ялта тавар туса илекенсене Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин бюджечĕсенчен патшалăх пулăшăвĕ парассин улшăнăвĕсем, “Россельхозцентрăн” Канашри филиалĕн начальникĕ Анатолий Денисов районти хуçалăхсенчи вăрлăхсен пахалăхĕ, Гостехнадзорăн районти инспекцийĕн начальникĕ Александр Семенов 2017 çулхи çурхи техосмотр, планпа палăртнă тĕрĕслевсен графикĕсем, районти надзор ĕçĕпе профилактика пайĕн начальникĕ Владимир Михайлов сезонлă уй-хир ĕçĕсем вăхăтĕ-нче пушартан сыхланса тăвакан профилактика пĕлтерĕшĕ тата çуркунне иртнĕ çулхи курăка çунтарма юраманни çинчен каласа ăнлантарнă.
    Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке юлашкинчен “Красная Чувашия” ОООна семинар-канашлăва ирттерме пулăшнăшăн тав тунă тата ял хуçалăх ĕçченĕсене çирĕп сывлăх, ăнăçусем суннă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика