Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп бухгалтерта кăна – 35 çул

22 апреля 2017 г.

Тĕп бухгалтерта кăна – 35 çул

Аслă Елчĕкри Йăлăмкасри Антоновсен тăпăл-тăпăл çурчĕн хапхи Мăнкун эрнинче кăна мар, ытти чухне те хупăнмасть. Савăнать çакăншăн Елена Ильинична: ашшĕ-амăшĕн çурчĕ паян та пĕртăванĕсене, вĕсен ачисене ăшшăн йыхравлать. Амăшĕ, Александра Евстафьевна,  чылай çул маларах, ашшĕ, Илья Иванович, 22 çул каялла çут тĕнчерен уйрăлса кайнăранпа пĕчченех кун кунлать Лена аппа. Тăван-хурăнташĕсем кăна мар, вĕсен ачисем те тараватлă та ăшпиллĕ Елена Ильиничнăн сывлăхĕпе кăсăклансах тăраççĕ, килсех çÿреççĕ. Юлашки вăхăтра урисем ыратнипе аптăрать те - пушшех 75 çулхи аппăшне пулăшма васкаççĕ вĕсем. Пĕччен хĕрарăмăн кил картинче тумалли ĕçсем те çук мар-çке.

Елена Ильинична ялти ятлă-сумлă хĕрарăм. Çемçе те ăшă калаçăвĕпе, хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлипе пурнăçланипе çĕнсе илнĕ вăл ял-йыш хисепне. Тăван ялта ÿссе çитĕннĕ хĕр ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Шупашкара çул тытнă. Пир-авăр комбинатĕнче ленточницăра икĕ çул тăрăшсан тăван ялах таврăннă. Килтисем хистенипе çеç мар, чун-чĕри тăван яла туртнипе. Икĕ алла пĕр ĕç пултăр тесе малтанах свинаркăна вырнаçнă. Унта çулталăк ĕçлесен, алла професси илес тĕллевпе, Тĕрлемесри бухгалтерсен курсне вĕренме кайнă. Специальноç илнĕ харсăр хĕр 1963 çулта Ленин ячĕллĕ колхозра  бухгалтера вырнаçнă. Пилĕк çул çак должноçра ĕçлесен шут ĕçне ăста Елена Ильиничнăна тĕп бухгалтера уйăрса лартнă. Çав вăхăтрах вăл пĕлĕве ÿстерсе Улатăрти техникумран вĕренсе тухнă.  Иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсенче Г.И.Тябуков ертсе пынă колхоз выльăх-чĕрлĕхрен продукци туса илессипе, ÿсен-тăран çитĕнтерессипе районта кăна мар, республикăра ырă ятпа палăрнă. Шăпах çав çулсенче хуçалăх хăмла туса илес енĕпе ĕçлеме пуçланă. Гурий Ивановичпа сакăр çул ытла тăрăшнă Елена Ильинична. Унтан Н.М.Соколов председательпе çичĕ çул, 1979 çултан В.А.Горшковпа 11 çул пĕр шухăш-тĕллевпе малалла, пысăк тупăшпа ĕçлесе колхозниксен шалăвне тата пурнăç условийĕсене лайăхлатас тесе тимленĕ.

- Василий Андреевич ертсе пыма пуçласан колхоз тепĕр хут çĕкленчĕ. Стройка ĕçĕсем кĕрлесе тăратчĕç ялта. Чи малтанах пысăк кĕпер тунă. Ун хыççăн мĕн кăна çĕкленсе лармарĕ пулĕ ялта: клуб, фельдшерпа акушер пункчĕ... Тата çырма пуçĕсене эрозирен сыхласа мĕн чухлĕ ĕç туман-ши? Патшалăх панă кашни пуса пĕлсе усă курнă, - аса илет Елена Ильинична.

Иртнĕ ĕмĕрĕн сакăрвуннăмĕш çулĕсенче колхоз пăру, ĕне витисем туса лартма вăй çитернĕ. Çав çулсенчех колхозниксене отпуск пама, хастар ĕçленĕшĕн, стажшăн хушса тÿлеме пуçланă.

Хуçалăх ÿсĕмсем тунă çĕрте колхозра вăй хунă кашни çыннăн тÿпи пур. Çав вăхăтрах тĕп бухгалтерăн та. Яваплă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн 1980 çулта Елена Антоновăна «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ экономисчĕ» хисеплĕ ят панă. Тепĕр пилĕк çултан унăн ĕçне патшалăх тата пысăка хурса хакланă: «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ экономисчĕ» ят панă. Вăл çулсенче çакăн пек ята тивĕçнĕ çын республикăра та иккĕн çеç пулнă.

Елена Антонова чыса çĕре ÿкерес мар тесе хуçалăхăн кашни пусне пĕлсе усă курма тăрăшнă. Хăйĕн пуян опытне вăл хуçалăхри çамрăк бухгалтерсене панă. Халĕ унăн вĕренекенĕсем районти тĕрлĕ организацисенче тĕп бухгалтерсем. Савăнать хăйĕн вĕренекенĕсемпе тава тивĕçлĕ çын.

- Эпĕ производствăна çÿле çĕклеме ăнтăлакан, пĕлсе ертсе пыракан, çынлăха çухатман ертÿçĕсемпе тăрăшрăм. Тăхăр çул В.Амасев председательпе ĕçлесен тивĕçлĕ канăва тухрăм, - пĕлтерет Елена Ильинична.

Пенсие тухсан та Лена аппа колхоз ĕçĕнчен пăрăнман. Вăл хуçалăхăн ревизи комиссийĕнче вăй хунă. Пур çĕрте те йĕрке пултăр, укçа шута юратать текен каларăша яланах асра тытнă тĕп бухгалтер.

- Ĕмĕрĕм тăван хуçалăхра ĕçлесе иртрĕ. Уншăн питĕ савăнатăп, - тет вăл.

В.СМИРНОВА.

Сăнÿкерчĕкре: Е.Антонова.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика