Кзыл-Чишминское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1 Портал района Администрация Батыревского района banner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх ырлăхĕшĕн _ таса чунпа

21 апреля 2017 г.

Чылай чухне ака уйăхĕнче иртекен информаци кунĕ çур аки вăй илсе пынă тапхăрпа тỹр килекенччĕ. Виçĕмкунхи çанталăкăн юнтармăшне пула информаци ушкăнĕн ака-суха ĕçĕ мĕнле пынипе уй-хире тухса паллашма май килмерĕ, çапах та тĕл пулусенче кун йĕркине кĕртнĕ ыйту айккинче юлмарĕ. Хальхинче республикăран килнĕ информаци ушкăнне республикăри экономика аталанăвĕ, промышленность тата суту-илỹ министрĕн çумĕ Инна Антонова, Чăваш Республикинчи тĕрĕслев-пе шутлав палатин председателĕ Светлана Аристова, Чăваш Республикинчи ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерствин çумĕ Надежда Никандрова хутшăнчĕç, районти информаци ушкăнĕпе пĕрле ĕç коллективĕсенче пулса кун йĕркинчи ыйтусене сỹтсе яврĕç.

Кзыл Чишмари ватăсемпе инвалидсене пăхса тăракан социаллă тивĕçтерỹ центрĕн уйрăмĕн- че информаци ушкăнĕпе çеç мар, ытти мероприятисенче те пулнă. Юлашки çулсенче кунта яланах хăтлăх, тирпейлĕх хуçаланать.

Хальхинче информаци кунне хутшăннисем синкерлĕ шăпа çак çурта илсе çитернĕ хỹтлĕхре хăтлăх тупнă ватăсемпе чăн малтанах кун йĕркипе килĕшỹллĕн, ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче Патшалăх Канашĕн черетлĕ çиччĕмĕш сессийĕнче Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи ĕçĕ-хĕлĕн кăтартăвĕсем пирки тунă отчет тавра сăмах пуçарчĕç. Иртсе кайнă çулталăк экономика кризисĕпе тỹр килчĕ пулсан та, Чăваш Енре, вăл шутра пирĕн районта та, халăх ырлăхĕшĕн кашни отрасльтех пархатарлă ĕçсем сахал мар тунă. Республика Ертỹçи калашле, халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа, саккуна пăхăнса, яваплăха туйса, пĕтĕм чун-чĕререн тăрăшса ĕçленине палăртрĕç информаци кунне хутшăннисем. Пысăк технологиллĕ 2,7 пин ытла ĕç вырăнĕ йĕркелени, ача сачĕсем, шкулсем хута кайни, граждансем юхăннă çуртсенчен çĕнĕ те хăтлă çуртсене куçни, пиншер çухрăм çулсем çĕнелни тата ытти те халăх ырлăхĕшĕн тăрăшса пурнăçланă ĕçсем. Ахальтен мар ĕнтĕ Кзыл Чишмари ваттисен çуртĕнче сахал мар çул пурăнакан ĕç ветеранĕ Л. Андриянова хăйсен "çемйинчи" пурнăçне çапла хак пачĕ:

_ Эпĕ кунта килсе кĕнĕренпе те пурнăç çав тери лайăх енне улшăнчĕ. Центр ертỹçи А. Воробьева тăрăшулăхĕпе тата пуçарулăхĕпе тунă хăтлăхшăн тав сăмахĕ çеç калатпăр. Пỹ- лĕмсенче хăтлă, сивĕ, ăшă шывĕ те кĕрет, социаллă работниксем кăмăллă, сăпайлă, кунне тăватă хутчен çитерекен апачĕ те санаторинчен кая мар...

Сăмах май каласан, паян ваттисен вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмĕнче 17-ĕн. И. Егорова заведующи çирĕплетнĕ тăрăх, карчăк-шăрчăксене пурăнма, вăхăта ирттерме кăсăклă пултăр тесе работниксем тĕрлĕрен мероприяти ирттереççĕ, уявсенче кĕрекене чăвашĕ те, вырăсĕ те, тутарĕ те пĕрле пуçтарăнаççĕ. Кунтан пахи мĕн кирлĕ тата ватă çынна?

Тĕл пулăва хутшăннисене район администраци пуçлăхĕн çумĕ _ экономика, ял хуçалăх, çĕр хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Леонид Кузнецов чăн малтан Аслă Мăнкун уявĕ ячĕпе саламларĕ, пурне те сывлăх, ăнăçу, çирĕп кăмăл сунчĕ, кĕскен районта ял хуçалăх ĕçĕсем епле пынипе паллаштарчĕ.

Информаци кунĕн членĕсем çавăн пекех Патăрьелĕнчи МФЦ тата "Бизнес инкубатор" ĕçĕсемпе те паллашрĕç.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429355 Чувашская Республика Батыревский район д.Кзыл- Чишма, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83532) 67896
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика