Кудеснерский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шупашкарăм, савнă Шупашкарăм!

22 апреля 2017 г.

Мĕн тери илемлĕ те илĕртÿллĕ эсĕ, савнă Шупашкарăм! Мĕншĕн тетĕр-и; Мĕншĕн тесен çурхи каникул вăхăтĕнче Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 5-6 класра вĕренекенсем вĕрентекенсемпе пĕрле Шупашкара кайса килтĕмĕр. Йышпа - хаваслăрах.

Апрелĕн 4-мĕшĕнче тĕп хуламăрăн анлă урамĕпе хавасланса утрăмăр. Мĕн тери хитре тăван хуламăр, мĕн кăна илĕртмест-ши куçа! Палăртнă вăхăтпа усă курса ачасем "Мадагаскар" суту-илÿ çуртĕнче пулчĕç, "Виçĕ пингвин" кинотеатрта "Босс-молокосос" мультфильм пăхрĕç. Калама кăна мультфильм, анчах тимлесе пăхсан çитĕннĕ çынсемшĕн те ăса хывмалли пур. Сеанс хыççăн Атăл авăрне çитрĕç, кунта тăкăрлăкри киосксене чăваш халăхĕн авалхи эрешĕсемпе, музыка инструменчĕсемпе, тĕрлĕ эрешĕсене курса савăнчĕç, асăнмалăх туянчĕç те вĕсем. Унтан Чăваш наци музейне кĕтĕмĕр, археологи уйрăмне çитрĕмĕр. Кунта вара ачасемшĕн чăн-чăн истори çул-çÿревĕ пуçланчĕ. Пăр тапхăрĕпе мамонтсем пурăннă вăхăтах çитсе курчĕç. Тĕлĕнтермĕш - кашни экспонат умĕнче, экскурсоводăн кашни сăмахĕнче. Чăвашсем кунти çĕрсем çине куçса киличчен çакăнти вырăнсенче мĕнле халăх, вĕсем мĕн ĕçлесе пурăнни çинчен каласа кăтартрĕ, вĕсен культурипе паллаштарчĕ. Уйрăмах Абаш тата Балан культуринчи çын кÿлеписем кăсăклантарчĕç, мамонтсен шăмми-шакки çине пăхса тĕлĕнчĕç ачасем. Ку уйрăмра курса тĕлĕнмелли темĕн чухлех пулчĕ. Тимлĕ итлерĕç экскурсовода, интересленчĕç, кăсăклантаракан ыйтусем пачĕç. Сехет çурă кунта пулни ачасене сисĕнмерĕ те. Музей ĕçченĕсене тав туса тулли кăмăлпа таврăнчĕç тăван хуламăртан ачасем. 
"Выртан каска мăкалнă, çÿрен каска якалнă" ваттисен каларăшне ăса хурса çакăн йышши экскурссисем ачасен тавракурăмне, ăсне, çынсемпе хутшăнса калаçма, тĕрлĕ вырăнта хамăра мĕнле тытмаллине те вĕрентеççĕ. Апла ачасене тĕнче кăтартма ÿркенер мар.

 

Первоисточник: Л.ДАНИЛОВА, Л.НИКОЛАЕВА, вeрентекенсем.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика