Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унăн пурнăçĕ - чăн паттăрлăх

15 марта 2017 г.

Мартăн 10-мĕшĕнче тури чăвашсен музейĕнче П. Давыдов ячĕпе асăну кунĕ иртрĕ. Пурăннă пулсан вăл çак кун 70 çул тултарнă пулĕччĕ. Унăн пурнăçне паттăрлăхпа кăна танлаштарма пулать. Вăл кун-çулăн юлашки тапхăрĕччен хăй ĕçне парăнчĕ.

Район пуçлăхĕ И. Николаев сумлă ентешĕмĕре Раççей шайĕнчи курăмлă ĕçĕсемсĕр пуçне хăй вĕрентекенĕ пулнине палăртрĕ. Ун чухне çамрăк ертÿçĕ Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăх тилхепине тытнă кăна-ха. "Хăвăн 5 çулна йăлтах çĕре тата хуçалăха халалла. Çавăн чухне кăна санăн ят-сум хуçалăхшăн ĕçлеме пуçлать" тенине Игорь Васильевич хальхи пекех астăвать. Унăн пуян ĕç опычĕ паян та аталану çулĕпе пыракан хуçалăх ертÿçине йывăрлăхран тухма пулăшса пырать.

Аса илĕве район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев тăсрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, П. Давыдов пурăннă вăхăтра Йÿçкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем хăйсене çирĕп хÿтлĕхре туйма пултарнă. Анчах та çак çирĕплĕхе тытса пынă ертÿçĕн кун-çулĕ ытла та кĕске пулчĕ, пархатарлă ĕçĕсемпе ырă сăнарĕ ĕмĕрлĕхе пирĕн асăмра пулĕ.

Кашнин аса илĕвĕ пурнăçăн хулăн кĕнекин страницине уçрĕ. Районăн хисеплĕ гражданинĕ В. Краснов аса илÿре унăн ырă ĕçĕсене каласа пĕтерме те май çуккине палăртрĕ. "Ударник" совхоза Совет Союзĕнчи хуçалăхсем кăна мар, Вăтам Азирен те килсе çÿренĕ. Ĕç çулĕсем вĕсен пĕр тапхăралла пулса пынă. "Çакăн пек пултаруллă çынсем ытларах пулсанччĕ те", - терĕ вăл çухату ытла та йывăррине палăртса.

Мичурин ячĕпе хисепленекен хуçалăха 22 çул ертсе пынă А. Петров аса илĕвне вара куççулĕсĕр итлеме май килмерĕ. Кун-çулĕ вĕçлениччен виçĕ кун маларах унпа чунне уçса калаçма килнĕ пулнă-мĕн, ун чухнехине тата пĕр вăхăтра килĕштерсе ĕçленине вăл ытла та хумхануллăн каласа кăтартрĕ.

АПК ветеранĕсен республикăри канашĕн ертÿçин çумĕ А. Самылкин вăл вăхăтра Хĕрлĕ Чутайра ĕçленĕ май П. Давыдов вĕсен территорине те газ кĕртме сахал мар пулăшнине палăртрĕ. Платон Павлович пирĕн кун-çулта чăннипех те çителĕксĕррине, унăн пурнăçĕнчи çутă самантсене район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи Обществăлла канашăн ертÿçи В. Вязов, "Чувашиякурорт" санаторин генеральнăй директорĕ Н. Ванеркин, тивĕçлĕ канури Ю. Соловьев, Йÿçкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулнă В. Иванов палăртса хăварчĕç.

Пархатарлă çын ĕмĕрлĕхе çумран уйрăлни вара чи малтан çывăх çынсемшĕн тертлĕ. 22 çул хушши хисеплĕ мăшăр пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланнă, йывăрлăхне те, телейне те икке пайланă. Светлана Давыдова мăшăрне сума суса асра тытнăшăн тав турĕ. Ывăлĕ Александр Платонович çумра ашшĕ çукки питех те пысăк çухату пулнине, ашшĕн сумлă ятне яланах çÿлте тытмаллине, вăл яланах ырă тĕслĕхрине палăртрĕ.

Мероприятие хутшăнакансем Платон Павловичăн юратнă "Сурăм" юррине аса илчĕç. Асăну кунне çамрăк ăру та хутшăнчĕ. Муркаш шкулĕн вĕренекенĕсем сумлă ентешĕмĕрĕн ырă ĕçĕсемпе паллашрĕç. Тĕл пулу вĕсемшĕн те усăллă пулчĕ.

Р. Илларионова.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика