Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каллех – çĕнтерÿçĕсем!

12 апреля 2017 г.

Калининăри вăтам шкул кадечĕсем каллех савăнтарчĕç – Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Стройпа юрă смотрĕ. Çĕнтерÿçĕсем ячĕпе – марш!» конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç.

Çĕршыври çар-патриот клубĕсемпе кадет корпусĕсен 27 командинчи 500 ытла шкул ачи хăйсем Раççейĕн чăн-чăн ывăл-хĕрĕ пулнине çирĕплетнĕ. Калинино шкулĕн М.П.Григорьев ячĕллĕ отрячĕпе пĕрле Чăваш Республикине Муркаш тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи шкулĕсем те хÿтĕленĕ.

Калининăри ку кадет класĕ çакнашкал сумлă ăмăртăва пуçласа хутшăннă. Сăмах май, аслă кадетсем Раççей шайĕнче икĕ хутчен – 2012 тата 2015 çулсенче çĕнтерÿпе таврăннă. Кĕçĕн кадетсем те пите хĕретмерĕç – «Искра» класс та чи маттурисем пулнине кăтартса панă.

Историе Ксения Кушакова, Татьяна Мартынова, Надя Иванова, Ирина Исакова, Антон Федоров пуринчен çивĕч шĕкĕлченĕ. Калашников автоматне сÿтсе пуçтарассипе те калининăсем – лидерсем. Командăра Настя Андреева, Данил Кондратьев, Стас Ильин.

Калининăсен бал ташшине нумайăшĕ курса тĕлĕннĕ ĕнтĕ. Мускавра та вĕсен çаврăмĕсене чаплăн йышăннă. Конкурс йĕркине кĕртнĕ пулсан-и? Пĕрремĕш вырăн сăмахсăрах вĕсен пулĕччĕ.

Çак çитĕнÿре Калинино шкул коллективĕн çав тери пысăк ĕçĕ курăнать. Ачасене çĕнтерме хатĕрлемелĕх, пĕтĕçтермелĕх мĕн чухлĕ вăй хывмалла вĕт! Çĕнтерÿри сумлă тÿпе – Надежда Ивановна Кузьминан, Лев Николаевич Ефимовăн, Татьяна Кирилловна Лукинан. Шкул директорĕ Татьяна Павловна Ефимова шкулти пĕтĕм  учителе çеç мар, ашшĕ-амăшне те чĕререн тав тăвать. Тĕрĕссипе, ачасем çапла мала тухнăшăн хĕпĕртемелле çеç. Мускава ачасемпе пĕрле кайнă амăшĕсен учительсен пысăк ĕçне хăйсен курса хаклама май пулнă.

Мускава 45 çынран тăракан делегаци  çул тытнă. Калининăра вĕсене салари чиркÿ настоятелĕ Сергий атте пил панă.  Район, вĕрентÿ пайĕн ертÿлĕхĕ пулăшнă. Тĕп хулара кадетсене, çавăн пекех юнгăсен класĕнчи сакăр ачана 1-мĕш кадет корпусĕнче кăмăллăн кĕтсе илнĕ. Аслă кадет Мускава хăй кайман пулин те ку учреждени ертÿçи Владимир Яковлевич Крымский  валли ун ячĕн инициалĕсене тĕрлесе панă. Çакă директор чунне пырса тивнĕ, ĕçе кам пурнăçланине пĕлсен: «Ку ача пирĕн пата вĕренме килме пултарать», – тенĕ.

Кунран та ытла ачасене хăйсен номерĕсене  курма Мускавра пурăнакан чăвашсем нумаййăн пыни тĕлĕнтернĕ. Вĕсем хушшинче Калинино ачисен тăванĕсем те пулнă. Ирина Гордееван шăпах çуралнă кунĕ пулнă та Мускаври пиччĕшĕ çак ятпа ачасем валли тăхăр торт йăтса пынă. Святослав Гавриловăн аппăшĕ, Софья, шăллĕшĕн «чирленĕ». София Султанован амăшĕн пĕртăванĕ Зоя пĕтĕм номере савăнăç куççулĕпе пăхнă. «Çĕкленсе-хăпартланса лартăм ентешсем çапла маттур пулнишĕн», – тенĕ вăл залран тухсан. Сăмах май, вăл хăй те Калинино шкулне пĕтернĕ.

Хăйĕн ячĕллĕ отряд пулнăран та Михаил Петрович Григорьев генерал кадетсемпе юнашарах пулнă. Çакă та çĕнтерес туйăма вăйлатнă, ахăртнех.  

Паллах, ачасене шкулăн пысăк тусĕсем – Эрик Васильев тата Валерий Кошкин полковниксем, ытти офицерсем пысăк пулăшу параççĕ, вĕрентсе, çул кăтартса пыраççĕ.

Калинино кадечĕсем Суворовăн «Итлени, дисциплина, вĕренÿ – çĕнтерÿ» сăмахĕсене пуçра-ăсра çирĕп тытса пыраççĕ. Вĕсене çĕнтерÿпе чĕререн саламлатпăр!

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика