Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр-пĕрне ăнлансан пурăнма лайăх

15 апреля 2017 г.

– Чи кирли пурнăçра – юратни. Çак туйăм сÿнмесен пурăнма пулать. Паллах, пĕр-пĕрне ăнланмасан çемьере килĕшÿпе тату хуçаланаймĕç. Эпир мăшăрпа 58 çул пĕрле пĕр сукмакпа утнине ĕненес те килмест. Çывăх çынпа, тем тесен те, çăмăлрах. Çакна çулсем иртнĕçемĕн пушшех те аван туятпăр, – терĕ Хăмăш ялĕнчи Григорий Луков.

– Иксĕмĕр те йывăр вăхăтра çитĕннĕ, ачаранах ĕçре пиçĕхнĕ. Мăшăрпа икĕ ачана пурнăçăн анлă çулĕ çине кăлартăмăр. Халĕ вĕсем çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Килте иксĕмĕрех кун кунлатпăр. Çавăнпах савăнăçне те, хуйхине те пĕрле пайлатпăр. Çулсем иртни сисĕнет çав, çамрăк чухнехи пек пур ĕçе те йăпăр-япăр пурнăçлаймастăн, çапах та юрату яланхиллех иксĕлмест. Эпир пĕр-пĕриншĕн тĕрек. Çемьери ăшă хутшăнусене паянхи кун та упратпăр, – калаçăва хутшăнчĕ Ольга Лукова.

Пĕр-пĕрне ăнланса тата хисеплесе пурăнакан мăшăрсен килĕнче килĕшÿпе çураçулăх хуçаланать. Луковсем пурнăçăн кашни самантне тивĕçлипе хаклаççĕ, ăнман ĕçсемшĕн каçарма пĕлеççĕ.

Григорийпе Ольга Вăрнарта ĕçленĕ чух пĕр-пĕрне тĕл пулнă. Урамра паллашнă вĕсем. Каччă хĕре тÿрех куç хывнă.

– Григорий каччă чух хитреччĕ. Малтанах ун çине пăхма та вăтанаттăм. Вăрнарта пĕр урамрах пурăнаттăмăр та, вăл ман пата пыма хăвăртах вăхăт тупатчĕ. Культура çуртне кинона, тĕрлĕ кану каçĕсене пĕрле кайса çÿреттĕмĕр. Туйăмсене тăватă çул тĕрĕсленĕ хыççăн çемье çавăртăмăр, – иртни патне таврăнчĕ Ольга Герасимовна.

Иккĕшĕ те ĕçе юратнă. Хăмăш ялĕнче кун çути курнă, кунта тĕрек илнĕ Григорий Ильич шкул хыççăн Вăрнарти хими заводне ĕçе вырнаçнă. Çамрăкăн вакунсене пушатма тивнĕ. Кунне темиçе тонна михĕ йăтнă. Çăмăл пулман, анчах та шалу лайăх илнĕ. Грузчикре ĕçленĕ вăхăтра Мускаври химипе технологи техникумне куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ. Экзаменсемпе зачетсене тытмашкăн Раççейĕн тĕп хулине поездпа кайса килнĕ. Виçĕ çул çурăран алла диплом илнĕ. Григорий Луков хими заводĕнче çирĕм икĕ çул вăй хунă: грузчикран смена мастерне çитнĕ. Хыççăнхи шăпа ăна Вăрнарти кирпĕч завочĕпе çыхăнтарнă. ,çрен хăраманскер директор пуканне йышăннă.

– Директорта ĕçленĕ самантсем халĕ те куç умĕнчен каймаççĕ. Хĕрлĕ кирпĕч кăлараттăмăр та – вăл вăхăтра черечĕ те пурччĕ. Хăшпĕр цехсем виçĕ сменăпа ĕçлетчĕç. Шкулта вĕренекенсем, каникул тапхăрĕ пуçлансан, завода пыратчĕç. Вĕсем те аслисемпе тан вăй хуратчĕç, кăмакасене çулла та, хĕлле те сÿнтермен. Плана ирттерсе тултарасси тĕп вырăнта тăнă, – каласа пачĕ Г.Луков.

Ертÿçĕре ĕçленĕ вăхăтра ăна операци тунă. Больницăран сывалса тухсан заводран яланлăхах уйрăлнă. Унăн кирпĕч завочĕн ĕç-хĕлне вунвиçĕ çул йĕркелесе пыма тÿр килнĕ. Хыççăн «Броневик» хуçалăха вырнаçнă, строительсен бригадине ертсе пынă.

Ольга Лукова та Вăрнарти хими заводĕнче çирĕм çула яхăн тимленĕ, унччен маларах вара санэпидемстанцире дезинфекторта ĕçленĕ. Мăшăрсем Вăрнарта пурăннă вăхăтра Хăмăша час-часах килсе çÿренĕ. Кирпĕч пÿрт çĕклесе лартнă. 1985 çулта яланлăхах Хăмăша куçса килнĕ. Çемье кичемлĕх мĕнне пĕлмен, нихăçан та ĕçсĕр ларман, килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усранă. ,не пĕлтĕрччен тытнă. Халĕ икĕ качака. Луковсен çулĕсем пур çав, Григорий 86-ра, Ольга 82-ре. Пурăнма условисем çителĕклĕ: пÿрте шыв кĕрет, çавăн пекех çăвăнса илмелли пÿлĕм те пур. Хĕрĕсем ашшĕпе амăшне манмаççĕ, килсех çÿреççĕ.

– Тивĕçлĕ канура пулнă май пушă вăхăчĕ сахалах мар, çавăнпа иксĕмĕр те хаçат-журнал вулама юрататпăр. Район хаçатне çулсерен çырăнса илетпĕр. Почтальонка килсе памассерен юратса вуласа тухатпăр, – пĕлтерчĕ О.Лукова.

Вăл çемье тăнăçлăхĕ кашнинчен хăйĕнчен килнине, çавăнпа та пĕр-пĕрне итлесе, пăхăнса пурăнмаллине каларĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика