Кудеснерский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăмахăм - Андриян çинчен

12 апреля 2017 г.

Темиçе çул ĕнтĕ республика шайĕнче космонавтика кунне халалланă конкурс йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Кашни çулах конкурсăн ячĕ тĕрлĕрен, паллах, анчах тĕллевĕ пĕрех - ачасене космоспа кăсăклантарасси, тĕнче уçлăхĕ çинчен нумайрах пĕлес туртăмне аталантарасси.
Акă март уйăхĕнче районтан республикăра «Дорога к звездам» конкурс пуçланни çинчен пĕлтерчĕç. Шкул ачисем конкурса хутшăнма хатĕрленсе космос пирки çĕнни чылай пĕлеççĕ, космос карапĕн моделĕсене ăсталаççĕ, ÿкерчĕксем туса хатĕрлеççĕ, тĕпчев ĕçĕсем çыраççĕ, Шуршăл ялне çитсе килме васкаççĕ. Кăçалхи конкурс чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, чăваш ятне çÿле çĕкленĕ А.Г.Николаев космоса вĕçсе кайнăранпа 55 çул çитнипе çыхăннă. Манăн сăмахăм паян Андриян çинчен.
А.Г.Николаев 1929 çулта хресчен çемйинче çуралнă. Ачалăх кунĕсене вăл тăван Шуршăл ялĕнче ирттернĕ. Çамрăклах ашшĕсĕр тăрса юлнă, çурма тăлăх ÿснĕ, пурнăç ăна ачашласа ÿстермен, çăкăр чĕлли хакне вăл мĕн ачаран тĕрĕс ăнланнă. Вăл ача чухнех пур ĕçре те, вĕренÿре те тăрăшулăхпа палăрса тăнă. Хăйĕн пуласлăхĕ пирки ĕмĕчĕсем нумай пулнă. Андриян Николаев çутçанталăка, вăрмана юратнă, ĕçчен, ырă кăмăллă çын пулнă.
СССР летчик-космонавчĕ, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ...
Пĕрремĕш хут А.Г.Николаев старта «Восток-3» космос карапĕ çинче 1962 çулхи август уйăхĕнче тухнă, иккĕмĕш хут «Союз-9» çинче - 1970 çулхи июньте. Малтанхи вĕçевре вăл космосра пурĕ тăватă талăк пулнă, кайранхинче - вунсакăр талăк.
Малтан Андриян Николаев летчик ятне никамах та пĕлмен. Пĕрремĕш космонавт Юрий Гагарин вĕçнĕ чухне А.Николаев космонавтсен отрядĕнче пулнă. Иккĕмĕш космонавт, Титов, вĕçнĕ чухне вăл Титовăн дублерĕ пулнă. Пĕрремĕш хут космоса кайса килсен Андриян Николаев тĕнчипех паллă çын пулса тăрать, ăна пурте «виççĕмĕш космонавт» тесе чĕнме пуçлаççĕ.
Юбилей çывхарсан, ытти çулсенчи çитĕнÿсем пирки те аса илеççĕ. Эпир те, Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекен ачасен иртнĕ çулхи «Космос и дети» конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕсене аса илмесĕр пултараймастпăр. Уйрăмах Даша Павловăпа Виолетта Андреева витĕмлĕ çитĕнÿсем туни савăнтарать. Даша космос карапĕн модельне ăсталассипе 2-мĕш вырăна тухнă, Виолеттăн сăвви вара конкурсра 3-мĕш вырăна йышăнма пултарнă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.НИКОЛАЕВА, вeрентекен.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика