Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçченлĕх хавхаланупа çыхăннă

08 апреля 2017 г.

«Янгорчино» хуçалăхăн ĕне-выльăх фермине районти ветеринари станцийĕн пуçлăхĕпе Владимир Матвеевпа кăнтăрлаччен çитрĕмĕр. Пире Надежда Сергеева зоотехникпа Людмила Ласкина ветеринари врачĕ кĕтсе илчĕç, ферма ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç.

Ирхи сăвăм хыççăн дояркăсем килĕсене кайнă. Ĕнесене картишне кăларнă.

– Апат енчен татăк тăратмастпăр, – калаçăва хутшăнчĕ Л.Ласкина. – Рацион ялан пуян: сенажĕ та, силосĕ те пур. Утă та çителĕклех.

– Ĕне-выльăха симĕс курăк çине кăлариччен апат çитет-и? – ыйтрĕ В.Матвеев.

– Пуçламан траншейăсем те пур. Утă та çителĕклĕ. Выльăхсене тутă та ăнăçлă хĕл каçарассипе йывăрлăх курмастпăр, – ăнлантарчĕ Надежда Сергеева.

Вăл каланă тăрăх, çулла ĕнесене фермăра мар, уйра усраççĕ. Кăнтăрлахи вăхăтра симĕс курăк çинче çÿретеççĕ те каçхи сăвăм хыççăн ятарлă картишне кĕртеççĕ. Хуçалăхра лашасем те тытаççĕ. Вĕсемпе ферма таврашĕнчи хăшпĕр ĕçсене пурнăçланă чухне усă кураççĕ.

«Янгорчино» хуçалăхăн ферминче ăратлă ĕне-выльăх кăна. Çавăнпа пăрусем туянма тĕрлĕ çĕртен килеççĕ. Халĕ кашни ĕнерен куллен 18 килограмм сĕт суса илеççĕ. Продукцие республикăри темиçе завода ăсатаççĕ. Сăвакан  ĕнесем 336 пуç. Сакăр доярка ĕçлет. Вĕсене улăштаракан та пур.

Витесене шуратнă, дезинфекциленĕ. Тислĕке ятарлă вырăна илсе тухаççĕ. Дояркăсем те, скотниксем те яваплăха туяççĕ, ĕç дисциплинине нихăçан та пăсмаççĕ. Пĕр-пĕрне ăнланни ÿсĕм тума пулăшать. Ĕçленине кура – шалăвĕ. Çавăнпа ферма ĕçченĕсем тăрăшулăхпа палăраççĕ, хăйсене хавхалантарма пĕлнĕрен куллен çĕнĕ çитĕнÿсем патне талпăнаççĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика