Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынсемшĕн меллĕ пултăр

08 апреля 2017 г.

Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем паракан нумай функциллĕ центр Чăваш Республикин Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен «Чуваштехинвентаризация» бюджет учрежденийĕпе çынсемпе юридика сăпачĕсене тĕрлĕ пулăшу парассипе килĕшÿ тунă.

«Елчĕкри техника инвентаризацийĕн бюровĕ» организацин ĕç-хĕлне çĕнĕлле йĕркеленĕ май, унта 2013 çулччен хатĕрленĕ документсен пуххине Чăваш Республикин Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен «Чуваштехинвентаризация» бюджет учрежденине /Шупашкар хули, Бабушкин переулокĕ, 8-мĕш çурт/ куçарнă.

Ятарлă килĕшÿ тунă хыççăн кăçалхи мартăн 20-мĕшĕнчен пуçласа нумай функциллĕ центрта /НФЦ/ капиталлă строительство /пурăнмалли çурт-йĕр тата ытти те/ объекчĕсен техника паспорчĕсен, вĕсене хаклакан документсен копийĕсене илме пулать. Пулăшусем тÿлевлĕ. Вĕсен калăпăшне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи августăн 11-мĕшĕнчи йышăнăвĕнче палăртнă.

Тÿлевсен виçи çакăн пек:

- капиталлă строительство объекчĕн, пÿлĕмĕн /пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 100 тăваткал метр таран/ техника паспорчĕн копине илес тесен, А4 форматлă 1 хут листишĕн - 265 тенкĕ, енчен те пĕтĕмĕшле лаптăк 100-500 тăваткал метрпа танлашать пулсан, 1 хут листишĕн - 235 тенкĕ, пĕтĕмĕшле лаптăк 500 тăваткал метртан пысăкрах пулсан - 1 хут листишĕн 221 тенкĕ тÿлемелле;

- нумай хваттерлĕ çуртăн пĕр хучĕн планĕн копийĕшĕн А4 форматлă 1 хут листишĕн - 605 тенкĕ, урăхла форматшăн - 692 тенкĕ;

- капиталлă строительство объекчĕн, пÿлĕмĕн кашни хучĕн ÿкерчĕкĕн /экспликаци/ копийĕшĕн - 574 тенкĕ;

- капиталлă строительство объекчĕн, пÿлĕмĕн инвентаризаци, баланс, ытти хаксем çинчен пĕлтерекен учетпа техника докуменчĕсен копийĕшĕн 1 хут листишĕн - 605 тенкĕ;

- архиври проектпа ирĕк паракан документсен, техникăпа эксперт пĕтĕмлетĕвĕн тата ытти документсен копийĕшĕн 1 хут листишĕн - 605 тенкĕ;

- инвентарь ĕçĕн материалĕсенче упранакан право çирĕплетекен документ копийĕшĕн 1 хут листишĕн - 692 тенкĕ;

- капиталлă строительствăн объекчĕн, пÿлĕмĕн /1998 çулчченхи/ харпăрлăх правине çирĕплетекен реестр кĕнекинчен çырса илнĕшĕн - 393 тенкĕ;

- капиталлă строительство объекчĕн инвентаризаци хакне палăртакан справкăшăн - 2069 тенкĕ;

- куçман пурлăх объекчĕн харпăрлăх прави пурри е çукки çинчен справкăшăн /1 правăллă сăпат/  - 1359 тенкĕ;

- патшалăх техника учетĕнчи объектăн характеристикине палăртакан справкăшăн - 1471 тенкĕ.

Ыйтса илекен пулăшупа 20 ĕç кунĕнче тивĕçтереççĕ.

Заявлени çырма çак документсене илсе килмелле.

Уйрăм çынсемшĕн:

- заявлени паракан çын кам пулнине ĕнентерекен документ;

- енчен те заявлени паракан çыннăн представителĕ ыйтупа тухать пулсан, унăн та çын кам пулнине ĕнентерекен документ тăратмалла;

- заявлени паракан çыннăн представителĕн полномочине ĕнентерекен документ;

- заявлени паракан çын е унăн представителĕ федерацин «Çынна палласа илмелли кăтартусем çинчен» саккунĕнче палăртнă информаципе усă курма ирĕк пани;

- укçа тÿленине ĕнентерекен документ /бланкне НФЦран илмелле/.

Юридика сăпачĕсемшĕн:

- заявлени паракан çын кам пулнине ĕнентерекен документ;

- заявлени паракан çыннăн юридика сăпачĕн интересĕсене палăртма панă полномочине ĕнентерекен документ;

- укçа тÿленине ĕнентерекен документ /поручени/;

- заявлени паракан представитель федерацин «Çынна палласа илмелли кăтартусем çинчен» саккунĕнче палăртнă информаципе усă курма ирĕк пани.

Л.ВИКТОРОВА,
нумай функциллĕ центр ертÿçи.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика