Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбиляр ячĕпе - республикăри турнир

31 марта 2017 г.

Юбиляр ячĕпе — республикăри турнир

Заволжски ЛПУМГ-н спорт комплексĕнче, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ В. Н. Григорьев (Красноармейски) çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа, хĕрсемпе каччăсем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешсе мала тухассишĕн республикăри турнир иртрĕ. Унта Чăваш Енти район-хуласенчисемсĕр пуçне Мари Эл Республикинчи тата Чулхулапа Чĕмпĕр облаçĕсенчи спортсменсем — пурĕ 104-ăн хутшăнчĕç. Турнира савăнăçлă лару-тăрура уçнă чухне вĕсене район пуçлăхĕ О. Димитриев, район администрацийĕн пуçлăхĕ С. Молотков, Чăваш Енти Спорт министерствин олимп резервĕсен 5-мĕш спорт шкулĕн директорĕ Ю. Ярусов, Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Лаврентьев, Раççей Федерацийĕн Аслă сучĕн судйи В. Яковлев, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ В. Григорьев, “Вольник” спортклуб директорĕ, район Пухăвĕн депутачĕ А. Григорьев, ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе тĕнче категориллĕ судья, ЧР ирĕклĕ майпа кĕрешессине пулăшакан тата аталантаракан Ассоциаци ертỹçи Ю. Алексеев, Чĕмпĕр облаçĕнчи ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен тĕп тренерĕ И. Левахин, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ В. Трофимов, КНИТУ вĕрентỹ центрĕн начальникĕ В. Александров, Шупашкар хулинчи ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федерацийĕн президенчĕ В. Семенов, ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе СССР-ăн икĕ хут чемпионĕ С. Колесников, Куславкка хулинчи ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен тренерĕ В. Ядринцев, Красноармейскинчи ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен шкулне çỹрекенсем саламласа ыр сунчĕç. Ăмăртусем хĕрсемпе каччăсем хушшинче 10 виçе категорийĕнче иртрĕç. Акă, пĕрремĕш вырăнсене 2007—2009 çулсенче çуралнă арçын ачасем хушшинче 22 килограмлă виçере — М. Осипов (Канаш), 28 килограмлинче — Д. Тимофеев (Красноармейски), 35 килограмлинче — А. Матвеев (СШОР № 5), 2005-2006 çулсенче çуралнисенчен 35 килограмлă виçере — М. Костин (Арзамас), 38 килограмлинче — К. Батьков (Канаш, СШОР № 5), 2000—2001 çулсенче çуралнисенчен 54 килограмлă виçере — Д. Романов (Красноармейски), 63 килограмлинче — А. Николаев (Спартак), 2000—2001 çулсенче çуралнă хĕрсем хушшинче 54 килограмлă виçере — А. Янрушкина (СШОР № 5), 56 килограмлинче — Е. Ластухина (Вăрнар районĕ), 70 килограмлинче А. Тимофеева (СШОР № 5, УОР) йышăнчĕç. Пирĕн район командинчи Д. Герасимов, Р. Романов, Л. Герасимов, В. Емелюкова, А. Игнатьева та призерсен йышне кĕме пултарчĕç. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене Дипломсемпе, медальсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика