Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекенсем волейболла вылярĕç

05 апреля 2017 г.

Вĕрентекенсем волейболла вылярĕç

Вĕрентÿ пайĕ тата вĕрентекенсен профсоюзĕн Тăвай районĕнчи организацийĕ волейболла выляссине йĕркелерĕç. Икĕ площадкăра вылярĕç спортсменсем, “Аль” спорткомплексăн тата Тăвайри вăтам шкулăн залĕ-сенче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç вĕсем. Ăмăртусене 10 команда хутшăнчĕ.
Вĕрентÿ пайĕн волейболисчĕсем хăйсенчен никама та ирттермерĕç. Иккĕмĕш вырăна Тушкилти вăтам шкулта ĕçлекенсем  тухрĕç, виççĕмĕшне - Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкул коллективĕ. Чи лайăх тапăнса вылякан Марина Захарова (Тушкил) пулнă, Надежда Шакрова (диагностика центрĕ) универсаллă вăйăç ятне тивĕçнĕ.
Çакнашкал волейбол вăййисене çулсерен каникулта ирттереççĕ. Кашни вăйă хумхануллă иртрĕ. Вĕрентекенсем йăнăшсем тăвасран асăрханса вылярĕç. Спортсменсем пурте çĕнтерÿ патне ăнтăлчĕç.
Малтанхи виçĕ вырăна тухнă волейболистсене куçса çÿрекен кубок (çĕнтерÿçĕсене), Хисеп грамотисемпе медальсем пачĕç

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика