Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Владимир Путин: «Асра тытар: эпир - пĕр халăх, Раççей те пирĕн пĕрре»

03 декабря 2016 г.

Владимир Путин: «Асра тытар: эпир - пĕр халăх, Раççей те пирĕн пĕрре»

Декабрĕн 1-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне çулсерен яракан Çырупа паллаштарнă. Кăçал Çыру Раççейĕн çĕнĕ историйĕнче 23-мĕш хут, Владимир Путиншăн 13-мĕш хут пулнă.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, асăннă мероприяти Мускав вăхăчĕпе 12 сехетре Кремлĕн Пысăк керменĕн Георгий залĕнче пуçланнă. Çырăва итлеме Федераци Канашĕн членĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсем, Правительство членĕсем, Конституци тата Аслă судсен председателĕсем, Генеральнăй прокурор, Тĕп суйлав комиссийĕн, Шутлав палатин, Общество палатин председателĕсем, регионсен ертÿçисем, пысăк должноçсенчи ытти çынсем, тĕрлĕ тĕн конфессийĕсен, массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем хутшăннă.

Хăйĕн Çырăвĕнче Владимир Путин тĕп ыйтусем çĕршыв экономикинчи, социаллă сферăри, шалти тата тулашри политикăри лару-тăрăва хаклассипе çыхăннине пĕлтернĕ.

Çырăва пуçланă май, Раççей Президенчĕ çĕршыври граждансем патриотизм хаклăхĕ тавра пĕрлешнине, йывăрлăхсене çĕнтерме пултарнине, Раççейшĕн ĕçлеме хатĕррине палăртнă. Иртнĕ суйлав кампанийĕнче те çынсем çĕршыв аталанăвĕн çулне суйланă. «Пĕрлĕх пирки калаçнă май эпир граждансем Раççей аталанăвĕшĕн пĕрле пулассине тĕпе хуратпăр. Пайланса кайнă обществăра стратеги тĕллевĕсене пурнăçлама пулать-и вара? Хавшак, влаçа тулашран хистесе тăракан патшалăх никĕсĕ çинче аталанма пулать-и? Паллах, çук», - тенĕ Владимир Путин.

Çавăн пекех Президент çитес çул Февральти тата Октябрьти революцисем пулнăранпа 100 çул çитнине хакланă май, çакă пĕрлехи истори пулнине палăртнă. «Асра тытар: эпир - пĕр халăх, Раççей те пирĕн пĕрре», - тенĕ.

Патшалăх политикин пĕлтерĕшĕ - çынсене упрасси, Раççейĕн тĕп пуянлăхĕ вырăнне хурса çын капиталне ÿстересси. Çавăнпа Президент йăлана кĕнĕ хаклăхсене, çемьене, демографи программисене тĕревлессине, экологие, çынсен сывлăхне лайăхлатассине, вĕренÿпе культурăна аталантарассине тĕпе хумаллине пĕлтернĕ.

Çитĕнÿсем çинчен - «ача çуратассин коэффициенчĕ» ÿсни, вăл Европăри чылай çĕршывсенчен пысăкрах, тин çуралнă ачасем вилесси чакни, пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕн калăпăшĕ ÿсни - аса илтерсе Президент çивĕч ыйтусене палăртнă, уйрăмах сывлăх сыхлавĕн пуçламăш звенинче. Президент çитес çултан медицина центрĕсемпе вузсен никĕсĕ çинче врачсене вăхăт иртнĕ май çĕнĕрен хатĕрлеме пуçармаллине, больницăсемпе поликлиникăсенче информаци технологисене ĕçе кĕртме кирлине те пĕлтернĕ.

Пĕлÿ çын пурнăçĕнче паллă вырăн йышăнать. Президент пирĕн çĕршывра ачасем хăтлă, меллĕ условисенче вĕренмеллине, юхăннă, авари пулма пултаракан шкул çурчĕсем юлмалла маррине, виççĕмĕш, каярахпа иккĕмĕш сменăна пĕтермеллине, вĕрентекенсен квалификацине ÿстерессипе ĕçлемеллине тĕп вырăна хума ыйтнă. Çав вăхăтрах шкулăн тарăн пĕлÿ памаллине, кăмăл-сипете хаклакан воспитание тĕпе хумаллине пĕлтернĕ.

Кунта шкул программинчи сехетсем кăна çителĕксĕр - театрпа кинора, телекуравпа музейсенче, Интернетра проектсем кирлĕ, вĕсем çамрăксемшĕн интереслĕ пулмалла, хамăрăн литературăпа, культурăпа, историпе кăсăклантармалла.

Çырура çавăн пекех çĕршывшăн пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусем те айккинче юлман: ыркăмăллăх, тирпейлĕх, волонтерсен проекчĕсем, налуксем, тĕрĕслевпе надзор ĕçĕ, инфляци...

Экономикăри, ялхуçалăхĕнчи çитĕнÿсене палăртнă вăхăтрах Президент такăнăвăн тĕп сăлтавĕсене çĕршывăн шалти çивĕч ыйтăвĕсемпе - инвестици ресурсĕсен, çĕнĕ технологисен, кадрсен дефицичĕпе, конкуренци аталанманнипе, ĕçлĕ климат çитменнипе - çыхăнтарнă. Халĕ экономика чакма пăрахнă, промышленноçра кăшт ÿсĕм те пур.

Тулашри политика пирки чарăнса тăнă май, Владимир Путин тĕрлĕ çĕршывпа çыхăну тытмалли, террорпа кĕрешмелли майсене палăртнă.

«Çĕршыв пуласлăхĕ пирĕнтен кăна, çĕршывăн мĕнпур гражданинĕн ĕçĕпе талантĕнчен, вĕсен яваплăхĕпе ăнăçăвĕнчен килет. Эпир хамăр умри паянхи тата ыранхи тĕллевсене пурнăçлатпăр», - тенĕ Çырăва вĕçленĕ май Президент.

Первоисточник: "Елчeк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика