Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уртаракан чиртен сыхланар

18 марта 2017 г.

Пĕлтĕр районта йытăсемпе кушаксем 53 çынна çыртнине регистрациленĕ.

Ку кăтарту виçĕмçулхинчен пысăкрах. Çавăнпа та йытăсемпе кушаксенчен те асăрханмалла. Вĕсем те уртаракан чирпе чирлеме пултараççĕ.

Уртаракан чире питĕ вĕтĕ микробсем - вируссем пуçарса яраççĕ. Вируссем тискер чĕрчунсен организмĕнче пурăнаççĕ. Ку чирпе пирĕн тăрăхра ытларах кашкăр, тилĕ, сăсăр чирлет. Вĕсенчен вăл килти выльăха ерет. Çынна вара чир ытларах чирленĕ кушакран, йытăран ерет. Уртаракан чир тĕрлĕ выльăхсен тĕрлĕрен пулать. Усал /хаяр/ йытă йăвашланать, хăравçă пулать. Лăпкисем, пачах урăхла, хаярланма пултараççĕ. Вĕсем тĕттĕм вырăна пытанма тăрăшаççĕ. Урнă йыттăн сĕлеки вăйлă юхать, хăш чухне вĕсем хăсаççĕ, хÿрине усса е ури хушшине хĕстерсе çÿреççĕ. Юлашкинчен вĕсене паралич çапать те вĕсем вилеççĕ.

Çак хăрушă чир çынна мĕнле майпа ерет-ха? Уртаракан чирпе чирлеттерекен вируссем чирлĕ выльăхăн сĕлекинчен тухаççĕ. Урнă выльăх çыртсан, ун сĕлеки ÿт çине е лăймака витĕме лексен, çынна чир ерме пултарать. Мĕншĕн тесен ÿтре яланах вĕтĕ сурансем пулаççĕ, вĕсем витĕр вирус организма лекет. Вирус организмра нервсем тăрăх пуç мимине куçать, тĕп нерв тытăмне сиенлет.

Çакна асра тытмалла: йытă е урăх чĕрчун çыртсан, чăрмаласан тÿрех больницăна каймалла. Çынна çыртнă е чăрмаланă выльăха, йытă-кушака вĕлермелле мар, ăна ветеринари ĕçченĕсем 10 кун хушши сăнаса тăраççĕ.

Тискер чĕрчунсем хушшинче çÿрекен хăрушă чир кил-çуртри выльăхсене, йытăсене ан куçтăр, çыншăн  хăрушлăх кăларса ан тăраттăр тесен, йытăсене сăнчăртан вĕçертмелле мар. Йытă-кушака прививка тутармалла. Хăвăр сывлăха упрăр, ан чирлĕр.

И.УБАСЕВА,
Чăваш Республикинчи гигиенăпа эпидемиологи центрĕн Патăрьелĕнчи 
филиалĕн эпидемиологи тухтăрĕн пулăшуçи.

Первоисточник: "Елчeк Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика