Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район халăхĕ вырăнти влаçа шанать

22 февраля 2017 г.

Ĕнер, нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнчи культура çуртĕнче  анлă канашлу пулса иртрĕ. Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин районăн 2016 çулхи экономикăпа социаллă пурнăçĕн аталанăвне пĕтĕмлетрĕ, 2017 çулта пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕ.

Район шайĕнчи çакнашкал пĕлтерĕшлĕ мероприятисене ял тăрăхĕсене тухса ирттересси йăлана кĕрсе пырать. Леонид Кошкин ертсе пыракан Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн администрацийĕ çак çулсем тăршшĕпех хăйĕн тĕслĕхлĕ ĕçĕ-хĕлĕпе палăрса тăрать. Вăл иртнĕ çулсенче икĕ хутчен те «Чăваш Республикинчи чи лайăх муниципалитет пĕрлешĕвĕ» ята çĕнсе илнĕччĕ, «Чи лайăх ял тăрăхĕ» конкурсра та çĕнтерÿçĕ пулнăччĕ. Кунти 350 вырăнлă культурăпа кану центрĕ те  районти чи пысăк культура учрежденийĕ шутланать. Канашлăва хутшăннисем кунта тĕлĕнмелле хăтлă пулнине те хăйсен куçĕсемпе курса ĕненчĕç. Культура çурчĕн пĕрремĕш хутĕнче районти алă ăстисен чи лайăх ĕçĕсене пухса пысăк курав йĕркеленĕ. Унсăр пуçне, Елчĕкри çăкăр тата сыр пĕçерекен заводсенче туса кăларнă продуктсене астивсе курма пулчĕ,  «АСК-Яльчики» ООО яланхи пекех çĕрулмин çĕнĕ сорчĕсене кăтартрĕ. Кунтах ĕçпе мухтава тухнă çынсене чысласа хатĕрленĕ стендсемпе паллашма май пулчĕ. Ял çыннин сывлăхне çирĕплетес тата çамрăксене спортпа туслашма хăнăхтарас тĕллевпе çĕнĕрен юсаса çĕнетнĕ спорт залне те кĕрсе куртăмăр.

Кун, чăннипех, усăллă иртрĕ.  Библиотекăсен тытăмĕнче ĕçлекенсем Раççейри Экологи çулталăкне халалланă çавра сĕтел ĕçне, районти ЗАГС пайĕ Чăваш Республикинче Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ иртнине асра тытса ирттернĕ «Пире шăпа пĕрле пулма пилленĕ» мероприятие хутшăнма та тÿр килчĕ. Унта тĕслĕхлĕ çемьесемпе - Çирĕклĕ Шăхалĕнчи  Шелтуковсемпе - Сильвестр Ивановичпа Тамара Ипатьевнăпа тата Тĕмерти Козловсемпе - Петр Ивановичпа тата Антонина Ивановнăпа паллашрăмăр.

Анлă канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин районăн 2016 çулхи экономикăпа социаллă аталанăвĕ тата 2017 çулхи тĕллевсем çинчен доклад туса пачĕ.

«Мĕнпе асра юлчĕ-ха 2016 çул?» - çакăн пек ыйтупа пуçларĕ ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ.

- Чи малтанах пĕлтĕр пĕтĕмпе 60600 тонна тырă туса илнипе. Ку вăл пирĕншĕн чăннипех рекордлă тухăç. Юлашки хут çак çитĕнĕве 30 çул каялла тунă. Тухăç сортлă тĕш тырă культурисемпе, минераллă удобренисемпе, гербицидсемпе усă курнипе, пусă çаврăнăшне пăхăнса тата тĕш тырă пухса илекен çĕнĕ техникăпа ĕçленипе пулнă.

Иккĕмĕшĕ - тĕп капитала 184 миллион та 600 пин тенкĕ инвестицисем хывнипе. Вăл 2015 çулхипе танлаштарсан 11 процент ытларах. Ку укçа-тенкĕпе Тÿскел ялĕнче нумай функциллĕ культурăпа кану центрĕ, Çĕнĕ Эйпеçре фельдшерпа акушер пункчĕ тунă - вăл районта çиччĕмĕш медицина учрежденийĕ пулчĕ; ялхуçалăхне аталантармалли 12 инвестици проектне ĕçе кĕртнĕ, 8 лавкка хута янă, ялсем хушшинчи 6 километр та 300 метр тăршшĕ тата Мучарпа Тĕмер хушшинчи 1 километр та 100 метр тăршшĕ автоçула ĕçе кĕртнĕ.

Виççĕмĕшĕ 2016 çулта Елчĕк районĕ ялхуçалăхĕнче эффективлă ĕçленĕшĕн республикăри кăнтăр зонăра 1-мĕш вырăн йышăнчĕ, Диплом тата укçан преми илме тивĕçлĕ пулчĕ.

Çавăн пекех ялхуçалăх производствине эффективлă тытса пынăшăн «Комбайн» хуçалăх  кăнтăр зонăра 1-мĕш вырăна тухса укçан премие тивĕçнĕ.

Чăваш Республикин Финанс министерствин рейтингĕпе Елчĕк районĕ бюджет укçине пысăк пахалăхпа усă курнине палăртнă, - терĕ Николай Петрович Миллин.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ хăйĕн докладĕнче экономикăпа социаллă пурнăçа анлăн çутатрĕ. Хаçат лаптăкĕ пĕчĕк пулнăран вăл тухса калаçнине кĕскен илсе кăтартма тăрăшрăмăр.

2016 çулта районĕпе мĕнпур шайри бюджетсене 133,5 млн тенкĕлĕх налук пырса кĕнĕ. Ку вăл 2015 çулхи шайран 14,4 млн тенкĕ нумайрах. Районăн пĕрлештернĕ бюджетне пĕтĕмпе 343,9 млн тенкĕ /101,3%/ пырса кĕнĕ. Хамăр патăмăрти тупăшсем пĕлтĕр 85,4 млн тенкĕпе танлашнă.

Чăваш Республикин Правительстви районăн экономикăпа социаллă пурнăçĕн аталанăвне пысăка хурса хакларĕ, яллă районсем хушшинчи тупăшура пĕрремĕш вырăн йышăннине палăртрĕ. 14,5 млн тенкĕ хушма укçа уйăрчĕ. 10 млн тенкине культура сферине, 4 миллиона вĕренÿ сферине, 500 пин тенкине ЖКХна уйăрнă.

Пĕлтĕр районта 17 ялхуçалăх предприятийĕнчен 14-шĕ республикăри чи лайăх 100 хуçалăх йышне кĕнĕ. Мĕнпур хуçалăхри предприятисем 2,64 млрд тенкĕлĕх продукци туса кăларнă.

Ялхуçалăх предприятийĕсен финанспа экономика кăтартăвĕсем тăрăх производствăна эффективлă тытса пырассипе «Победа» ООО тата «Комбайн» ЯХПК, ÿсен-тăран отраслĕпе «Нива» агрофирма» ООО тата «Сатурн» ООО, выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе «Победа», «Комбайн» хуçалăхсем малта.

«АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ тата патшалăхăн ялхуçалăхне аталантармалли программи ĕçлеме пуçланăранпа районти ялхуçалăх предприятийĕсем нумай çуллăх тата кĕске вăхăтлăх паракан субсидисемпе анлăн усă курнă.

Предпринимательсем федераци, регион, вырăнти шайсенчен малалла аталантарма укçа-тенкĕ илнĕ.

Иртнĕ çул 3044 тăваткал метр çурт-йĕр хута янă. Çакă 2015 çулхинчен сахалтарах. Федераци тата регион программисене пурнăçласа 36 çемье пурăнмалли условисене лайăхлатнă.

2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 17336 çын пурăннă, е 2015 çулхинчен 614 çын сахалтарах. Пĕлтĕр 188 ача çуралнă, 340 çын вилнĕ.

Пĕлтĕр 4436 çын диспансеризаци витĕр тухнă /108%/. Чирсене пуçламăшĕнченех тупса палăртасси ÿснĕ. Районти тĕп больницăна 3 врач кирлĕ.

Вĕрентÿ енĕпе лару-тăрăва улăштарас тĕллевпе ĕçлеме килнĕ специалистсене малтанхи 3 çулта тĕп укçи çумне 50 процент, хĕрлĕ дипломпа пĕтернисене 75 процент, тĕп укçи çумне 20 процент хушса параççĕ. Анчах çакă çителĕксĕр пулас: вĕренÿпе çамрăксен политикин пайне çамрăк педагогсене хавхалантармалли хушма мерăсем йышăнма хушнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ 2017 çулхи тĕллевсене те палăртрĕ. Вĕсем чи пĕлтерĕшлисем çаксем: производствăпа экономикăри кăтартусене сыхласа хăвармалла, вырăнти бюджета хамăр тупăшсене 2,6 млн тенкĕ ытларах кĕртмелле, ялхуçалăхĕнче 350 млн тенкĕлĕх 12 инвестици проектне ĕçе кĕртмелле. Хăвăлçырма тата Тăрмăш ялĕсенче ФАПсем уçмалла, Тĕмерте 1609 метр, Вăрăмхăвара 1523 метр автомобиль çулĕсем тумалла, 10 ял хушшинчи çула юсамалла, Курнавăш шкулĕн спорт залне, Вырăскассинчи клуба юсамалла. Чи пысăк пĕлтерĕшли - мĕнпур категорири хуçалăхсенче 50,4 пин тонна тĕш тырă, 3,3 пин тонна аш-какай, 19,9 пин тонна сĕт туса илмелле.

2017 çулта Экологи тата Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕсене халалланă пĕтĕм мероприятие пурнăçламалла.

Кăçал района йĕркеленĕренпе 90 çул çитет. Уява ноябрь уйăхĕнче ирттерме палăртнă. Çавна май тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ 2017 çул валли йышăннă тĕллевсене пурнăçлассишĕн район халăхĕ пысăк хастарлăхпа ĕçлессе шаннине пĕлтернĕ.

Ĕçлĕ канашлăва хутшăннă Чăваш Республикин ача прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов районăн экономикăпа социаллă аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тишкерчĕç.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев хăйĕн сăмахĕнче çакна палăртрĕ: «Халăх Елчĕк районĕнчи вырăнти влаçа шанать, çакна район администрацийĕн ĕçĕ-хĕлне тишкерекен мониторинг та çирĕплетет». Вырăнти муниципалитетăн ĕçĕ-хĕлĕнчи ырă пулăмсене палăртрĕ. Вĕсен йышĕнче - маларах асăннă нихăçан пулман тухăçлă тыр-пул туса илни, гектар тухăçĕ, ĕнесен сăвакан йышĕ ÿсни, шкулпа культура объекчĕсене юсани, халăх активлăхĕ ÿсни, халăх вырăнти влаçа шанни ÿсни тата ытти те.

Çавăнпа пĕрлех Юрий Васильев Елчĕк районĕнчи малашне ĕçлемелли тĕллевсене асăнчĕ. Чăнах та, район сĕт, аш-какай туса илессипе патвар ĕçлет. Анчах сĕт, аш-какай продукчĕсене ĕçлесе хатĕрлессипе кÿршĕллĕ районсенчен кăштах юлса пырать иккен. Республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи кăçал, малашне те кашни ял тăрăхĕ, ял çыннисем хăйсен умне халăх пурнăçне лайăхлатмалли тĕллевсем палăртмаллине асăнчĕ.

Канашлура «Комбайн» ЯХПК ертÿçине Гурий Федорова «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне, ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумне Полина Герасимовăна, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çамрăксене паракан премин свидетельствине районти шкулсенче вĕренекенсене пачĕç.

Н.АЛЕКСЕЕВ.
С.АРХИПОВА.

 

Хаклав

Анатолий ПЕТРОВ, Таяпа Энтринчи хресчен /фермер/ хуçалăхĕн ертÿçи:

- Елчĕк районĕ кашни пусăм çĕр лаптăкĕпе тухăçлă усă курать. Пĕлтĕр районĕпе 60,6 пин тонна, 2011-2015 çулсенчипе танлаштарсан, 45,2 процент ытларах тыр-пул пухса кĕртнĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсем те курăмлă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, хăй нумай çул «Прогресс» хуçалăх ертÿçинче ĕçленĕрен те пулĕ, ялхуçалăх отраслĕн аталанăвĕ пирки уйрăмах хавхаланса каласа кăтартнăн туйăнчĕ.

Хальхи вăхăтра пирĕн районта япăх ĕçлекен ялхуçалăх предприятийĕ çук, пурте пĕр-пĕринпе ăмăртмалла ĕçлеççĕ, çĕнĕ çитĕнÿсене çывхартаççĕ. Хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем те хăйсем суйласа илнĕ çул-йĕртен пăрăнмаççĕ, чун-чĕрисемпе ĕçшĕн тăрăшаççĕ. 2016 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе «Чăваш Республикинчи чи лайăх предприниматель» конкурса хутшăнса уйрăм номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăни, пушшех, малашне тата хавхаланса ĕçлеме хистет. 

 

Леонид ГРИГОРЬЕВ, предприниматель:

- Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин районăн экономикипе социаллă пурнăçне тĕплĕн тишкерсе хак пачĕ.

Мухтанмалăх та, савăнмалăх та пур. Мĕншĕн тесен пирĕн район чылай кăтартупа республикăра малтисен ретĕнче. Çакă кăмăла çĕклет. Районта пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Хăйсен ĕçĕсене йĕркелесе ярас кăмăллă çынсене патшалăх енчен уйăракан тĕллевлĕ укçа-тенке илме  пулăшас тĕллевпе район администрацийĕ хăй енчен нумай ĕç туса ирттерет.

Первоисточник: "Елчeк Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика