Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулсене хупаççĕ

01 апреля 2017 г.

Чăваш Республикин Транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн республика территорийĕнче апрелĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа майăн 2-мĕшĕччен йывăр транспорта регион пĕлтерĕшлĕ тата муниципалитетсен хушшинчи çулсемпе çÿреме чараççĕ.

Çак йĕркепе кашни çул усă кураççĕ. Çакă çуркуннехи тапхăрта çулсем ванса юрăхсăра тухасран асăрханма кирлĕ. Министерствăран пĕлтернĕ тăрăх, чару транспорт хатĕрĕн кашни тĕнĕлĕ çине лекекен чи пысăк виçеллĕ грузовиксене пырса тивет. Çав «чи пысăк тиев» транспорт хатĕрĕн тĕсне кура 2-6 тоннăпа танлашать.

Чару çĕршывсем хушшинче грузсем, апат-çимĕç, выльăх апачĕ, çунтармалли-сĕрмелли материал, вăрлăх, им-çам турттаракан, пассажирсене илсе çÿрекен автобуссене пырса тивмĕ.

Сăмах май, транспорт тĕлĕшĕпе çуллахи тапхăрта та чарусем пулĕç. Кăнтăрлахи температура 32 градусран пысăкрах чухне пысăк груз турттаракан автомашинăсем çĕрле 22 сехетрен тытăнса ирхине 10 сехетчен кăна асфальт çулсемпе çÿреме пултараççĕ. Çакă вĕрипе çемçелекен асфальт çулсем сиенленесрен сыхланма кирлĕ.

Первоисточник: "Елчeк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика