Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Видеоканашлура – çивĕч ыйтусем

04 апреля 2017 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри муниципалитет районĕсен тата хула округĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци ирттернĕ.

Канашлура инвестици климатне лайăхлатассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин пĕлтернĕ тăрăх — Раççей Правительстви регионсенче бизнеса тытса пымалли çул-йĕре ансатлатмалли йĕркене çирĕплетнĕ. Çĕнĕ механизм пурлăх прависене регистрациленĕ, çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтернĕ, куçман пурлăх объекчĕсене кадастр учетне тăратнă чухнехи ĕç-хĕл тухăçлăхне ÿстерме май парать.

Чăваш Енре инвестици климатне лайăхлатас тĕллевпе çул-йĕр карттисене çирĕплетнĕ. «Çул-йĕр карттисенче палăртнине ĕç тăвакан влаç органĕсемпе муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пĕрле пурнăçламалла», — палăртнă Михаил Игнатьев.

Çавăн пекех республика Пуçлăхĕ администрацисен ертÿçисемпе пысăк мероприятисене ирттермелли йĕркене сÿтсе явнă. Михаил Игнатьев вырăнти хăйтытăмлăх управленийĕсен органĕсен ертÿçисене ку енĕпе заявка панă вăхăтран тытăнса право хуралĕн органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме сĕннĕ. Пур заявкăна та общество организацийĕсен, вырăнти хăйтытăмлăх управленийĕсен тата право органĕсен представителĕсенчен йĕркеленĕ комиссире пăхса тухмалли çинчен каланă. Регионта тăнăçлăха упрасси тĕп тĕллев пулнине палăртнă Михаил Игнатьев.

ЧР юстици министрĕ Наталья Тимофеева ЧР Строительство министерствин Вĕрентÿпе производство комбинатĕнчи тĕрĕслев çинчен каласа кăтартнă. Юстици министерстви тĕпчесе палăртнă тăрăх — хальхи вăхăтра хушма професси пĕлĕвĕ паракан патшалăхăн мар шутланакан вĕрентÿ учрежденийĕ тата ЧР Строительство министерствин вĕрентÿпе производство комбиначĕ пур, иккĕшĕ те пĕрешкел ĕçсенех пурнăçлаççĕ. «Организаци, пирĕн шутпа, лицензи илме патшалăхăн автономи учрежденийĕн пурлăхĕпе усă курнă», — тенĕ Наталья Тимофеева министр. Тĕрĕслев кăтартăвĕсем пирки право хуралĕн органĕсене пĕлтернĕ.

РФ Президенчĕ Владимир Путин хушнипе Чăваш Республикине граждансене авариллĕ çурт-йĕртен куçарма паракан укçа виçине 323 миллион та 270 пин тенкĕ ÿстернĕ. Кун пирки Михаил Игнатьев видеоконференци вăхăтĕнче пĕлтернĕ. Ку укçана республика Чăваш Ен ертÿлĕхĕ Раççей Федерацийĕн Правительствипе, РФ Строительство министерствипе тата Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх реформине пулăшакан фондпа тухăçлă хутшăнса ĕçленĕшĕн тивĕçнĕ. Хушма укçан пысăк пайне Шупашкар тата Çĕмĕрле хулисене пама йышăннă.

Источник: "Хыпар"

Первоисточник: http://www.hypar.ru/cv/videokanashlura-civech-yytusem

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика