Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çураки ирттересси çинчен

03 апреля 2017 г.

Иртнĕ кĕçнерникун район администрацийĕнче çурхи ака ĕçĕсене ирттерессипе çыхăннă анлă канашлу пулчĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников, Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕн çумĕ Н.Гладкова, район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн специалисчĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ялхуçалăх предприятийĕсен тата хресченпе фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем, ялхуçалăхпа çыхăнса ĕçлекен федераципе республика учрежденийĕсен, банксемпе кредит учрежденийĕсен, ялхуçалăх техникипе тивĕçтерекен организацисен представителĕсем хутшăнчĕç. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников уçрĕ, чи малтанах Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕн çумне Н.Гладковăна сăмах пачĕ. Надежда Борисовна республикăри пушă выртакан çĕрсен карттине тума палăртнă пирки пĕлтерчĕ. Ку енĕпе Мордови специалисчĕсем пулăшма сăмах панă. Н.Гладкова çак ĕçе пирĕн районтан пуçласшăн. Вăл район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕ тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ялхуçалăх предприятийĕсем тата хресченпе фермер хуçалăхĕсем пулăшасса шанать. Кун йĕркинче тăракан тĕп ыйтупа - ялхуçалăх организацийĕсем, хресченпе фермер хуçалăхĕсем çурхи акана епле хатĕрленни çинчен район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕн ĕçне вăхăтлăха туса пыракан О.Гусаров тухса калаçрĕ. Хуçалăхсенче акма 1080 тонна вăрлăх хатĕрленĕ, вĕсенчен 830 тонни - кондицие ларнă (77:). "НамЭКО", "Агрофирма "Атлашевская" тулли мар яваплă обществăсенче, М.Тагеев, А.Белов тата В.Галошев хресченпе фермер хуçалăхĕсенче вăрлăха 100 процентлă кондицие çитернĕ. Çурхи культурăсене апатлантарма 482,4 тонна удобрени (усă паракан пайне шута илсен) кирлĕ. Паянхи кун тĕлне ăна хуçалăхсенче 158,5 тонна (33:) туяннă. Паллах,удобрени хакĕ "çыртать" (тĕсне кура тонни 16-23 пин тенкĕ тăрать), анчах унсăр тухăçлă тырпул туса илме май çук. Олег Леонидович районта пушă выр- такан çĕрсем чылай пулнине - 7278 гектар - палăртрĕ. Кăçал пусă çаврăнăшне çĕнĕрен 2500 гектар чухлĕ лаптăк кĕртме тĕллев лартнине асăнчĕ. Районти фермăсенче выльăхсем мĕнлерех условисенче хĕл каçни çинчен Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин районти чĕрчунсен чирĕсене хирĕç кĕрешекен станцийĕн пуçлăхĕ В.Уланкова каласа пачĕ. Хăшпĕр хресченпе фермер хуçалăхĕсенче апат пахалăхĕ начартарах пулнине, минераллă хутăшсемпе сахалтарах усă курнине асăнчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, хĕллехи тапхăрта выльăхсен шутне чакарман. Вера Леонтьевна бруцеллез, лейкоз тата ытти ерекен чирсенчен сыхланмалли мерăсем çинче те чарăнса тăчĕ. Канашлура çавăн пекех Çĕрпỹ тата Сĕнтĕрвăрри районĕсемпе ĕçлекен патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ Ю.Григорьев районти хуçалăхсенче техника тĕрĕслевĕ ирттермелли графикпа паллаштарчĕ. Ăна "Пирĕн сăмах" хаçатăн пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче тухнă кăларăмĕнче пичетленĕ. Юрий Васильевич пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн районта 329 трактор шутланса тăрать, вĕсенчен 236-шĕ - уйрăм çынсен аллинче. Халĕ техника хăрушсăрлăхĕ енчен хушусем вăйлансах пыраççĕ. Тата кăçал Экологи çулталăкĕ пулнă май тракторсен двигателĕсенчен тухакан тĕтĕм тытăмне тĕрĕслессине те ытларах тимлĕх уйăрĕç. Россельхозцентрăн Чăваш Республикинчи филиалĕн районти пайĕн пуçлăхĕ Г.Ярукова акма хатĕрленĕ вăрлăхăн пахалăхĕ çинче чарăнса тăчĕ. Шел те, хуçалăхсем çултан çул элита вăрлăхне чакарса пыраççĕ. Паянхи куна ун тỹпи 11:па çеç танлашать. Хăй вăхăтĕнче районти çурхи культурăсене 40 : таран элита вăрлăхпа акнă. М.Тагеев фермера ырламалла, вăл çурхи культурăсем акма 120 тонна элита вăрлăх туяннă. Шел те, хăшпĕр хуçалăхсенче сортсене çĕнетес тесе тăрăшни курăнмасть. Вăрлăха имçамламасăр акма юраманнине те аса илтерчĕ Галина Андреевна, мĕншĕн тесен хуçалăхсенче упранакан вăрлăхăн 70 процентне чир лекнĕ. Çавăн пекех канашлура Ветеринари тата фитосанитари тĕрĕслевĕн Федераци службин Чăваш Республикинчи тата Чĕмпĕр облаçĕнчи Управленийĕн патшалăх инспекторĕ М.Петрова, "Чăваш Республикин продовольстви фончĕ" унитарлă предприяти директорĕн ĕçне туса пыракан А.Егоров, "ВолгаАгроХим" тулли мар яваплă обществăн директорĕ М.Матвеев тата ыттисем те тухса калаçрĕç. Кредитпа микрозайм паракан организацисен представителĕсем пуçтарăннисене ялхуçалăх валли материал ресурсĕсем туяннă чух укçа кивçен илмелли йĕркепе тĕплĕн паллаштарчĕç. Тĕрĕссипе каласан, халĕ районти фермерсем ытларах Перекет банкĕн тата микрозайм паракан организацисен пулăшăвĕпе усă кураççĕ. Канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников пĕтĕмлетрĕ, пурне те çурхи ĕççине лайăх ирттерме ăнăçу сунчĕ. И.ВАСИЛЬЕВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429584, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Шоршелы, ул. 30 лет Победы, 18
Телефон: 8(83542) 35237
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика