Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пикшик "шăпчăкĕ" конкурсра тỹресене те тĕлĕнтернĕ

24 марта 2017 г.

Юлашки çулсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи сцена ăстисем пĕрин хыççăн тепри хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтереççĕ. Кĕвĕ-çемĕ тĕнчипе тачă çыхăннă талантсем район, республика шайĕсенче çеç мар, вĕсен тулашĕнче те паллă эстрада çăлтăрĕ- семпе юнашар тĕрлĕрен конкурсра тупăшма пултарни пысăк мăнаçлăх, чыс. Чи пĕлтерĕшли тата кăмăлли вара артистсем инçе çултан пушă алăпа килменни.

Çак кунсенче Хусанта Раççей тата Тутар Республикин паллă халăх артистки Венера Ганеева ячĕпе йĕркеленĕ юрăçсен "Сандугач - Соловей" конкурсĕнче Хирти Пикшикри Эльвира Фазуллина "Эстрада юрри" номинаципе çĕнтерсе диплома тивĕçнĕ. Патăрьелĕнчи кондитер-повар специальноçне алла илнĕ чиперкке мĕн ачаранах куракансене тĕрлĕрен юрăпа савăнтарнă. Халĕ вара Раççей шайĕнчи "шăпчăксем" хушшинче палăрни уншăн çул маякĕ вырăнне те пулĕ. Тен, çак çĕнтерĕвех малашне хăйĕн çăлтăрне тупма та пулăшĕ..

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика